Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ.
Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ.
Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.