Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.