Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ Ҫырчалли чӑвашӗсем ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре автохулан Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уява пуҫтарӑнассине пӗлтернӗ.
Хаҫатҫӑсем ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна унти чӑвашсен асатте-асаннесен йӑлине пӑхӑнса ҫуллен ирттереҫҫӗ. «Кӑҫал та йӑларан пӑрӑнмӗҫ», — пӗлтернӗ «суварҫӑсем».
Тутарстанри хастар чӑвашсем уяв картине тӑма республикӑри, хулари мӗнпур чӑваша тата хӑнасене йыхравлаҫҫӗ.
Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ, сӑҫах май, 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫласа пичетленнӗ. Унӑн тӗп редакторӗ — Константин Анатольевич Малышев. Редакцийӗ Хусан хулинче вырнаҫнӑ. «Сувар» эрнесерен тухать. Учредителӗ — Тутарстанри массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентстви. Телепрограммӑсӑр пуҫне кашни страница чӑвашла пичетленсе тухать.