Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |