Паян Шупашкарти Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенине унта пулса курнӑ «Хыпар» журналисчӗ Валентина Смирнова: «Чӑваш хутлӑхӗнчи чи хӑтлӑ шкул», — тесе хаклать.
Гладков микрорайонӗнче пурӑнакансен ачисем унччен хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ. Халӗ микрорайон валли ятарласа уҫнине 960 ача паян ура ярса пуснӑ. Шкул урати урлӑ тин кӑна каҫнисем ҫав шутра — 213-ӗн.
21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа волейбол лапамӗсем те, хореографи класӗпе мастерскойсем.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗрремӗш шӑнкӑрав пама хутшӑннӑ икӗ каччӑран пӗри чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ.
Аçтахар Плотников // 3805.16.9733
2017.09.02 08:07 | |
Пире пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ятне хӑма ҫине чӑвашла 2-3 йӑнӑшпа ҫырса хунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра юсатпӑр тенӗ-ха та... Кӗтсе пӑхар... |