Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Г. Лебедев ячӗллӗ лицей интернат статусӗсӗр уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 06.06.2017 12:17 | 1950 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей

Г. Лебедев ячӗллӗ лицей кӑҫал шкул ачисене вӗренме йышӑнӗ. Ҫав ятпа Владислав Аркадьев Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян хастар граждансене, ик айкки те пӗрех пулман вӗрентекенсене тата ашшӗ-амӑшне саламлать. «Вӗсен темиҫе ҫула пынӑ кӗрешӗвӗ Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупассинчен упраса хӑварма май пачӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл унта. "Тӳре-шара ҫӗнӗ ҫурта тӑвасси киввине юсассинчен йӳнӗрех", — тесе ӗнентерме пӑхнине те вӑл асӑнса хӑварнӑ.

Хальхи вӑхӑтра шкулта тӗплӗ юсав ирттернине хыпарланӑ май шкул территорийӗн пӗр пайне, икӗ общежитие тата столовӑя упраса хӑварма май килменнине, ҫавӑнпах лицей интернат статусне ҫухатнине каланӑ. «Лицея уҫассишӗн камсем ҫине тӑнине МИХсем шарламаҫҫӗ пулӗ», — пӗтӗмлетнӗ шухӑшне Владислав Аркадьев хастар.

#лицейсем, #вӗренӳ, #чӑвашлӑх, #ачасем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

петр // 3335.84.0120
2017.06.06 17:08
Ялти чӑваш ачисене унта вӗрентмесен, Чӑваш чӗлхи унта янӑрӗш-и?
Акапасар // 2081.62.7273
2017.06.07 20:04
Чӑваш ялӗсенче вӗренмелӗх ачасем юлнӑ-ши? Пурне те лицее ярса пӗтерсен, ялти шкулсенче кам вӗренес пур?
Виталий // 4247.47.3096
2017.06.09 21:09
Ялпа кӑна тӗнче тытӑнса тӑмасть. Чӑваш чунӗллӗ ҫынсем тата вӗсен ачисем хуласенче те, ялсенче те юлнах...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем