Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ.
Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле.
Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла.