Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе кӑсӑкланакансем ҫулсерен хушӑнса пыраҫҫӗ. Ку шухӑша филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳҫи Татьяна Денисова палӑртнӑ. Преподаватель хӑйӗн шухӑшне вӗренме кӗренекенсем хушшинчи конкурс пысӑкланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тепӗр саманта та асӑрханӑ вӑл: Чӑваш Енре чӑвашла вӗренекенсен йышӗ чакать. Лару-тӑру малашне те ҫаплах пулсан «наци республикишӗн караул пулать», — тесе цитатӑлать филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн сӑмахне REGNUM информаци агентстви. Сӑмах май каласан, ЧППУра чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсене хатӗрленӗ май вӗсене вырӑс чӗлхине вӗрентме те хӑнӑхтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |