Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн.
Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ.
Ачасен хӗллехи канӑвне усӑллӑ та хаваслӑ ирттерес тӗллевпе шкулсен ҫумӗнче кану лагерӗсем ӗҫлерӗҫ. Матакри вӑтам шкул (Ҫӗпрел районӗ) ҫумӗнчи «Хӗллехи халап» лагере тӗрлӗ класра вӗренекен ачасем кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 9-мӗшӗччен ҫӳрерӗҫ.
Лагерӗн пысӑках мар коллективӗ (ертӳҫи Т.Барышова, воспитательсем Л.Шингарева (6-мӗш класс ертӳҫи), А.Шумилова (9-мӗш класс ертӳҫи), физкультура учителӗ А.Шингарев) кану программине питӗ интереслӗ йӗркеленӗ. Кашни куна тӗрлӗ темӑна халалланӑ: «Витаминия» ҫӗршывӗнче», «Хӗл Мучин мастерскойӗ», «Раштав елки» тата ытти те. Паллах, хӗллехи каникул-тӑк, лагерьти кану та шкулти классенче кӑна иртмест. Хальхинче те акӑ ачасем уҫӑ сывлӑшра нумай уҫӑлса ҫӳренӗ, вылянӑ, ҫывӑхри вӑрмана йӗлтӗрпе кайнӑ. Юртан чи хитре кӗлетке ӑсталассипе конкурс та пулнӑ.
Вӗҫен кайӑксем пирки те манман шкул ачисем, ара, ҫак пӗчӗк чунсене хӗллехи вӑхӑтра пӗрре те ҫӑмӑл мар-ҫке, апат тупма хӗн. Ҫакна шута илсе ачасем вӗсем валли пӗчӗк сырӑшсем ӑсталаса йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Раштав уявӗ пирки те уйрӑммӑн каламалла. Ӑна паллӑ тумасӑр мӗнле ирттӗр-ха?
Тутар республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Хулаҫырма ялӗнче Николай Угаслов парнисене ҫӗнсе илессишӗн чӑваш кӗрешӳ ӑстисем ӑмӑртрӗҫ. Кавир ҫине ҫӗр спортсмен ытла, Тутарстан, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр паттӑрӗсем тухрӗҫ. Уйрӑм ушкӑнсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗн кӗрешӳҫисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Тутарстанри Ҫӗпрел районне кӗрекен Матак паттӑрӗсем, кавир хуҫисем вара виҫҫӗмӗшсем.
Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |