Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хӗллехи халап»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2011 09:38 | 2448 хут пӑхнӑ

Ачасен хӗллехи канӑвне усӑллӑ та хаваслӑ ирттерес тӗллевпе шкулсен ҫумӗнче кану лагерӗсем ӗҫлерӗҫ. Матакри вӑтам шкул (Ҫӗпрел районӗ) ҫумӗнчи «Хӗллехи халап» лагере тӗрлӗ класра вӗренекен ачасем кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 9-мӗшӗччен ҫӳрерӗҫ.

Лагерӗн пысӑках мар коллективӗ (ертӳҫи Т.Барышова, воспитательсем Л.Шингарева (6-мӗш класс ертӳҫи), А.Шумилова (9-мӗш класс ертӳҫи), физкультура учителӗ А.Шингарев) кану программине питӗ интереслӗ йӗркеленӗ. Кашни куна тӗрлӗ темӑна халалланӑ: «Витаминия» ҫӗршывӗнче», «Хӗл Мучин мастерскойӗ», «Раштав елки» тата ытти те. Паллах, хӗллехи каникул-тӑк, лагерьти кану та шкулти классенче кӑна иртмест. Хальхинче те акӑ ачасем уҫӑ сывлӑшра нумай уҫӑлса ҫӳренӗ, вылянӑ, ҫывӑхри вӑрмана йӗлтӗрпе кайнӑ. Юртан чи хитре кӗлетке ӑсталассипе конкурс та пулнӑ.

Вӗҫен кайӑксем пирки те манман шкул ачисем, ара, ҫак пӗчӗк чунсене хӗллехи вӑхӑтра пӗрре те ҫӑмӑл мар-ҫке, апат тупма хӗн. Ҫакна шута илсе ачасем вӗсем валли пӗчӗк сырӑшсем ӑсталаса йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Раштав уявӗ пирки те уйрӑммӑн каламалла. Ӑна паллӑ тумасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Ачасем ку енӗпе сахал мар тӑрӑшнӑ, Раштав открыткисемпе кӑшӑлне хатӗрленӗ, тӗнчери тӗрлӗ халӑх ӑна мӗнле паллӑ тунипе паллашнӑ. Ҫӗн ҫул ҫинчен юрӑсемпе сӑвӑсем вӗреннӗ. Чи интересли – шкул умӗнче ӳсекен чӑрӑшсенчен пӗрне капӑрлатни, уяв кун юрӑсем юрласа ун йӗри-тавра ҫаврӑнни.

Урамра уҫӑ сывлӑшра выляса кӗрсен шкулта та вӑхӑт питӗ иртереслӗ иртнӗ ачасен. Вӗсене кунта хӗллехи викторинӑсем, сӗтел ҫи вӑййисем, интереслӗ мультфильмсем кӗтнӗ.

Яланхи пекех лагерь «Алло, эпир талантсем шыратпӑр!» концертпа тата «Хаваслӑ старт» вӑййипе вӗҫленнӗ. Пӗр сӑмахпа, хӗллехи канӑва ачасем тепӗр каникулччен аса илмелӗх те пур, унӑн кашни кунне сӑн ӳкерсе ҫирӗплетсе пынӑ-ҫке.

#Тутарстан, #Матак, #Ҫӗпрел районӗ, #каникул

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3498.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем