Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш юрри «Мускав – транзит – Мурманск» фестивальте янӑранӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.03.2015 00:06 | 1862 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Дина Агеева
Дина Агеева

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн.

Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ.

#Славянка, #Раҫҫейре, #Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #Мускав, #фестивальсем, #Матак, #Мурманск, #Сахалин, #культура, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/326.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем