Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ.
Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков).
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин).
Тӗп судья – облаҫри чӑваш кӗрешӳ федерацийӗн президенчӗ С.М.Краснов, секретарь – Ульяновскри 7-мӗш ача-пӑча спорт шкулӗн тренерӗ Э.В.Казначеев.
Чечня ҫӗрӗ ҫинче пуҫне хунӑ В.С.Рахманова асӑнса турнир ирттерме пулӑшакансене тав сӑмахӗ калатпӑр. Ульяновскри шалти ӗҫсен пайӗн СОБР уйрӑмӗ ачасене автобуспа тивӗҫтерчӗ. Ҫак уйрӑмри Алексей Вражкин подполковник (Орловка ялӗнчен) ачасене В.Рахманов паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ, ун пек хaюллӑ пулма сунчӗ. Чaнлӑ районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗ ятарлӑ призсем уйӑрчӗ – виҫӗ пӳске.
Ҫакна та палӑртмалла: кашни турнир хыҫҫӑн ачасем В.Рахманов ҫинчен сочинени ҫыраҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсене палӑртса Чaнлӑ районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗ парнесем парать.