Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пелепейре ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне Вячеслав Христофоров хакланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.04.2018 20:41 | 1934 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта пухӑннисене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хакланӑ.

«Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Надежда Родионова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Пушкӑртстанпа Тутарстанри, Чӑваш Енри, Челепи облаҫӗнчи 300-е яхӑн ачапа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Пурӗ 74 заявка килнӗ.

Пысӑк масштаблӑ мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртнӗ. Конкурса тӑратнӑ номерсене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан жюри ушкӑнӗ хакланӑ. Суйлав турӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк артистсем мероприятийӗн тӗп уявне — гала-концерта — пуҫтарӑннӑ.

#конкурссем, #Пелепей, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #культура, #чӑвашлӑх, #Челепи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_93
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.04.18 00:10
Вячеслав Христофоровăн хаклавне çырнă пулсан, профессионналла рецензи туса, пы -ы сăк тимлĕхпе вулăттăмччĕ эпĕ. Мĕншĕн тесен, унашкал хаклавсем çукпа пĕрех вуламалли. Пирĕн халь хаклавсем сĕре те кескен кăна: "нормально", "лайăх", "начар", "пырать". Çак сăмахсене ăнланса пулать. Вĕсем питĕ "категорично". Ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене кăмăллăрах пулĕччĕ "Зуслуженный артист" тÿпинчен илтмешкĕн: унăн мухтавне те, хурлавне те - пысăк усă та парĕччĕ малалла çÿлĕрех утăмсем тума "сăвă-кĕвĕ анинче!!! Çакă йĕркесене эсĕ вулан пулсан, хисеплĕ Вячеслав Христофофоров, тархасшăн хăвăн хаклавна ан пытар - çыр та хур çакăнта. Халăх кĕтет санăн шухăш-кăмăлна. Тĕплĕн çырма эс пултарасса нмĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Салампа Влад Маскай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем