Хулара
![]() Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснӑ. Мӗн тӗллевпе-ха? Ҫав вырӑнта чуччу-урапа вырнаҫтарасшӑн. Хула администрацийӗ ҫак вырӑна усламҫӑсене ҫулталӑкне 4 миллион та 730 пин тенкӗ тӳлемелле туса 20 ҫуллӑха тара панӑ-мӗн. Кунта тепӗр 55 метр диаметрлӑ чуччу-урапа пулмалла-мӗн. Ҫавӑн пекех хӑвӑрт апатланмалли ресторан уҫма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче кӳлмекре 12 чӑрӑш каснӑ. Кӗҫех унта бетон хунӑ лапам пулӗ, аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Халӗ унта чӑрӑш тымарӗсене эскаваторпа кӑклаҫҫӗ. Аттракциона ҫитес ҫулхи пӗрремӗш квартал валли ҫеҫ туса пӗтереҫҫӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне Шупашкарти маршруткӑсенче мӗншӗн терминал ҫуккине уҫӑмлатма хушнӑ. Михаил Васильевич ҫакна палӑртнӑ: маршруткӑсем терминал вырнаҫтарма хирӗҫлесе федераци тата регион саккунне пӑсаҫҫӗ. Ку шухӑшпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та килӗшнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ыйтӑва уҫӑмлатмалла, анчах хулан унашкал полномочи ҫук. - Тӗрӗслеве тухнӑ чухне водительсем чӗннипе килнӗ полици пирӗн ӗҫченсене уйрӑма пӗрре мар илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн манӑн ӗҫтешсем ӗҫрен кайма пуҫларӗҫ. Эпир ҫӗнӗ штат пуҫтартӑмӑр, анчах ыйтӑва хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, - тенӗ Алексей Ладыков. Михаил Игнатьев Транспорт министерствине ку тӗлӗшпе йӗрке кӗртме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта пулӑ тытма юратакансем вӑй виҫӗҫ. Республикӑн тӗп хулинче ку енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Ӑна ЧР Спорт министерстви тата Раҫҫейри пулӑ тытакансен спорт федерацийӗ йӗркелӗ. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна Атӑл хӗрринче йӗркелӗҫ. Унта Раҫҫейри регионсенчен командӑсем хутшӑнӗҫ. Ушкӑнра 8 ҫын таран пулӗ. Пирӗн республика чысне икӗ команда хӳтӗлӗ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче официаллӑ тренировка пулӗ. Тепӗр кунхине – 1-мӗш тур, ҫурлан 20-мӗшӗнче – 2-мӗш тур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Асӑрханӑр! РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтерет. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ҫитес икӗ кунра Чӑваш Енре аслати пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пирки ҫынсене телефон ҫине те СМС-ҫыру янӑ. Утӑ уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче республикӑра ҫумӑр ҫукалӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслати кӗмсӗртетӗ, пӑр ҫума пултарӗ. Ҫил пӗр ҫеккунтра 17–22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем татӑлма пултарӗҫ, вӗсенчен аяккарах пӑрӑнса ҫӳремелле. МЧС ӗҫченӗсем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнче Акатуй йӗркеленӗ. Вӑл унта пӗрремӗш хут иртнӗ. Ҫарӑмсан районӗ Хусантан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унти чӑвашсем Акатуя пухӑнса картана тӑнӑ. Ҫураки тахҫанах вӗҫленнӗ пулин те унти халӑх уявра савӑнма шухӑшланӑ. Вӗсем ҫумӑр ҫунӑшӑн савӑннӑ, эппин, тыр-пул ӑнса пулать. Йӑхташӑмӑрсем ҫак уява тахҫантанпах кӗтнӗ. Пуҫлӑхсем туслӑ халӑх культурин пуянлӑхне упраса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. 10 ытла лапамра юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ хуҫаланнӑ. Чи вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ. Ҫарӑмсан районне 12 чӑваш ялӗ кӗрет, кашнинчех культура ҫурчӗ ӗҫлет. Вӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ чӑвашсем уява юрри-ташшипе илемлетнӗ. Вячеслав Христофоров юрӑҫ, Красноармейски районӗнчи «Трак ен» тата «Хавал» ушкӑнсем те Акатуя ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашри паллӑ ӳнерҫӗн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ Атилла Балтаев авланнӑ. Вӑл урӑх регионта пурӑнакан чӑваш хӗрне качча илнӗ. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Марийӑн кукамӑшӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ӗмпӳрт Туҫа ялӗнче пурӑнать. Атилла пулас арӑмӗ чӑваш пулнине пӗлсен питӗ хӗпӗртенӗ. Туя мӗнле ирттересси пирки вӗсем иккӗленмен: ӑна чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хурса йӗркелеме шухӑшланӑ. Туй виҫӗ куна тӑсӑлнӑ. Сӑмах май, вӑл эрех-сӑрасӑр иртнӗ. Ҫавӑнпа хӑнасем «йӳҫӗ!» тесе мар, «тутлӑ!» тесе кӑшкӑрнӑ. Атилла чӑваш тӗррипе илемлетнӗ кӗпепе шупӑр, ҫӗлӗк тӑхӑннӑ. Хӗр кӗпи те чӑваш тӗрриллӗ пулнӑ. Мария тухья тӑхӑннӑ. Пӗрремӗш кунхине вӗсем ЗАГСра ҫырӑннӑ, кӗрекене лариччен ашшӗ-амӑшӗ ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Иккӗмӗш кунхине ҫӑнӑхта иртнӗ, сурӑх пусса шӳрпе пӗҫернӗ. Виҫҫӗмӗш кунхине асламӑшӗ патне, Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялне, кайнӑ. Уяв вӗҫленсен хунямӑшӗ Марийӑна тухья вырӑнне хушпу тӑхӑнтартнӑ. Ӑна халӗ ӑшшӑн «хӗвелӗм» тесе чӗнеҫҫӗ. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян инкеклӗ лару-тӑру пирки асӑрхаттаракан тата ӑна сирекен комисси ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнма сӗннӗ. Ку – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ку ял хуҫалӑха япӑх витӗм кӳрет. Утӑн 18-мӗшӗ тӗлне пур ҫӗрте те тӑпрара нӳрӗк ытлашши пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ку кӑтарту 4-5 хут ӳснӗ. Синоптиксем ҫурла уйӑхӗнче те ҫумӑр нумай ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Сивӗ ҫанталӑка тата ҫумӑр ҫунине пула ҫурхи культурӑсене икӗ эрне каярах акма тытӑннӑ, ҫӗртме варринче ҫеҫ вӗҫленӗ. Выльӑх апатне хатӗрлемешкӗн те ҫумӑр кансӗрленӗ. Хальлӗхе вырмана тухман-ха. Ытти чухнехипе танлаштарсан, кӑҫал 3 эрне кая юлнӑ. Ҫавна май ҫухату 20-25 пин тоннӑпа танлашма пултарать. Ҫӗрулми ҫухатӑвӗ – 30-35 тонна. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку 500 миллион тенкӗ тӑкакпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Акула килет. Раҫҫей эстрада артисчӗ Чӑваш Енре унччен те пулнӑ. Акула Етӗрне районӗнче иртекен уява килӗ. Вӑл Совхозный поселокӗнче иртӗ. Уява «Атӑлҫи кубокӗ» чупӑва халалласа ирттерӗҫ. Акула пӗччен мар, H2O ушкӑнпа (унчченхи «Турбомода») килӗ. Мероприяти программи пуян пулӗ. Унта аттракционсем ӗҫлӗҫ, конкурссем, анимацисем пулӗҫ, ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Уяв 10 сехетре пуҫланать. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче полицейскисене тата вӗсен машинина ҫӑмӑртапа пенӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Арҫын кил картишӗнчен полици машинине ҫӑмартапа пӗнӗ. Вӑл полицейскисене тӗллесе ывӑтнӑ. Ҫӑмартасем иртен-ҫӳрене, ытти автомобиле те лекнӗ. Полици ӗҫченӗсем ӑна лӑплантарасшан пулнӑ, анчах лешӗ хӑлхана та чикмен, тарӑха-тарӑха пенӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Киревсӗр хӑтланнӑшӑн арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Суд вӑл ниҫта та ӗҫлеменнине, унччен явап тытманнине шута илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫавна май ӑна 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта байкерсем туя хӑйне евӗр паллӑ тунӑ. Светлана Козлова тата Александр Матюшин машинӑпа мар, мотоциклпа ҫӳренӗ. Туйра пӗтӗмпе 20 ытла мотоцикл пулнӑ. Хӗр «тимӗр ут» ҫине туй кӗпипе ларнӑ. Юнашар каччи пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти мотоциклсем пынӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ. Ара, унашкаллине курман-ҫке-ха. Ҫамрӑксем мӗншӗн ҫапла майпа пӗрлешме шухӑшланӑ-ха? Чылай ҫул ӗнтӗ вӗсем мотоциклпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Хӗрпе каччӑ байкерсен ушкӑнӗнче паллашнӑ. Ҫавӑнпа туя мӗнле ирттересси пирки пуҫ нумай ватман. Хӗр кӗске кӗпе, сӑран перчетке тӑхӑннӑ. Каччӑ та байкер евӗр тумланнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр туй хыҫҫӑн Краснодар крайне канма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |