Вӗренӳ
![]() ЧПТУ Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче Чӗмпӗрти аслӑ шкулӑн лицей класӗсем уҫӑлмалла. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен унта Чемпӗрти патшалӑхӑн техника университечӗн класӗсем ачасене йышӑнӗҫ. Ҫӗнӗ хыпара «Media73» портал хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем тата шкул директорӗсем аслӑ шкулпа ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лицей класӗсенчен пӗри Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулта, тепри Шӑмӑршӑ районӗнче уҫӑлӗ. Патӑрьелте информаципе технологи профилӗллӗ пулӗ, Шӑмӑршӑра - физикӑпа математика. Лицей классенче таврари ялсенчи ачасем пӗлӳ пухӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсен Чӗмпӗрти шкулта пӗлӗве туптас шанчӑк пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ. Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ. Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ. Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ. Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректоне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйласси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӗнер университет пуҫлӑхне палӑртнӑ. Кам ытларах сасӑ пухнӑ-ха? Малтан аса илтерер-ха: ЧППУ ректорне ларассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Унччен тӑваттӑн пулнӑ, анчах РФ Вӗренӳ министерствин собеседованийӗ витӗр иккӗшӗ тухайман. Ҫапла майпа унччен вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Иванов, ЧППУн ӳнер тата музыка пӗлӗвӗн факультечӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Ильина ректор пуканӗшӗн кӗрешнӗ. Владимир Иванов сасӑ нумайрах пухнӑ. Ҫапла майпа вӑл университет ректорӗ пулса тӑнӑ. Сӑмах май, вӑл унӑн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Темиҫе уйӑх хушши эпир «Эрне хыпарӗсем» рубрика тытса пытӑмӑр. Унта эпир эрне хушшинче пирӗн халӑха хӑш хыпарсем кӑсӑклантарни пирки каласа пама тӑрӑшрӑмӑр. Ҫавах та юлашки тапхӑрта вӑхӑт сахал пулнине пула (пахчапа кил таврашӗнчи ӗҫсем те, ыттисем те ку тӗлӗшпе витӗм кӳчӗҫ) ҫак рубрика пирӗн сайтран ҫухалчӗ. Ҫавах та унашкал япаларан эпир хӑпас темерӗмӗр, ҫавӑнпа та ӑна ҫӗнӗлле йӗркелес тесе шут тытрӑмӑр. Малашне ҫак пай хӑйне хӑй йӗркеленсе пырӗ. Пӗр-пӗр хыпара уҫсан сулахай енче эсир «Эрне хыпарӗсем» текен пай курма пултаратӑр. Унта вара эрне хушшинче кун ҫути курнӑ чи кӑсӑклӑ, чи нумай вуланӑ хыпарсем пулӗҫ. Ҫапла май эсир пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе паллашмасӑр юлмастӑр тесе шутлатпӑр. |
Хулара
![]() Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ. «Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ. Шел те, пушарта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем ҫунса вилнӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. «Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ психологсем вилнисен тӑванӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре ватӑсене йӳнӗ хакпа канма майсем туса парасшӑн. Республикӑра кӑҫал йӗркеленӗ Туризм тата культура енӗпе ӗҫлекен информаци центрӗ халӗ шӑпах ҫав ыйтупа пуҫ ватать. Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ центр аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кантарма май туса парас ыйтӑва туризм енӗпе ӗҫлекен организацисемпе хускатнӑ. Хальлӗхе ыйту татӑлса пӗтмен, анчах калаҫу малалла пырать. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ, чи лайӑх проектсемпе паллаштарса регионсенчи пайташсем тухса калаҫнӑ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ветерансен хорӗсем — 23. Вӗсенчен 15-шӗ халӑх ячӗллӗ. Ветерансен хорне тӗрлӗ ҫулхисем ҫӳреҫҫӗ: тинтерех тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен пуҫласа тӑнлавне самаях пас тытнисем таранах. Хорта ытларах хӗрарӑмсем пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сӑлтавне специалистсем темле ӑнлантараҫҫӗ те, анчах, сӑнанӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хастартарах, вӗсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах. Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ арҫынсем те ҫук мар. Ветерансен хорне ҫӳрекен 600 ытла кинемипе мучи хушшинче 96 ҫулти ҫын та пур. Арсений Питеркин ятлӑскер — хорта чи асли. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ. Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ. Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ. Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ. Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла. Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск хулинче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртмелле. Унти пирӗн республикӑран та пысӑк делегаци тухса кайнӑ. Инҫе ҫула тухиччен йыш Шупашкарти Константин Иванов палӑкӗ умне пуҫтарӑнса паллӑ классика сума суса чечек хунӑ. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен Акатуйне каякансене Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, унӑн ҫумӗ Валерий Клементьев телейлӗ ҫул суннӑ. Делегаци ҫула май Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялне, Константин Иванов ҫуралнӑ тӑрӑха, кӗрсе тухнӑ. Унтан Тӗмене, Красноярска ҫитӗ, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ унти мероприятисене хутшӑнӗ. Уява ытти регионсенчи чӑвашсем те пуҫтарӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |