Политика
![]() Григорьеа, Трынова, Кошкин. «Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Аслӑ квалификаци комиссийӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ валли ертӳҫӗ кандидатурине тишкернӗ. Унта вӗсем тӑватӑ ҫынна пӑхса тухнӑ. Ертӳҫӗ пуканне йышӑнас кӑмӑллисем малтанласа пиллӗкӗн те пулнӑ. Кайран вӗсенчен пӗри, Александр Кошкин, заявление илнӗ. Ку хыпара пӗлтерекен Александр Белов журналист Кошкинӑн мӑшӑрӗ миравай тӳре пулнине палӑртнӑ, апла пулсан Аслӑ суд ертӳҫине суйласан иккӗшӗнчен пӗрин ӗҫе пӑрахма тиветчӗ. Ытти кандидатурӑран Иван Григорьев, Сергей Ленковский, Галина Трынова пулнӑ. Вӗсене те коллеги ырламан. ЧР Аслӑ судӗнче председателӗн ҫумӗнче ӗҫлекен Анатолий Петрова вара ҫул парас шухӑшлӑ. Хамӑртан ҫакна пӗлтерер: регионсенчи судсен ертӳҫисене РФ Аслӑ сучӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта кутӑн, хирӗҫекен, ҫынна итлемен тата пӑхӑнман, чӑкӑлтӑш, тӳрккес хӗр ҫуралнӑ. Ун пек пӗчӗк пике ҫӗртме уйӑхӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Уйӑх та тултарман ача хӑй кӑмӑлне халех кӑтартман-ха — тен, кӑмӑлӗ ун ӑшӑ, чунӗ ырӑ пулӗ. Ачан ячӗ ҫапла пӗлтерӗшлӗ. Пӗчӗк тӗпренчӗке нумаях пулмасть Ленин районӗнчи загсра регистрациленӗ. Ачана ашшӗ-амӑшӗ Мия ят панӑ. Швецинче анлӑ сарӑлнӑ ят шведран чӑвашла куҫарсан кутӑн, чӑкӑлтӑш, тӳрккес, хирӗҫекен, ҫынна итлемен тенине пӗлтерет. Сайра ят панӑ ачан ашшӗ-амӑшне этемӗн пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш документа — ҫуралнине ӗнентерекен хута — тыттарнӑ. Ҫемьене йыш килнӗ ятпа ашшӗ-амӑшне ӑшӑ кӑмӑлпа ырӑ сунса саламланӑ, ачана та, ашшӗ-амӑшне те пурнӑҫра телей суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ыйтӑвӗпе ӗнер Чӑваш Енри тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче катӑлса ӳкнӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ӗнер ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑ. Унта хальлӗхе йышӑннӑ мерӑсенчен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарассине тата юсав ӗҫне пуҫӑнма подряд организацине палӑртассине, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарассине асӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнчи вӑрманта срокран тухнӑ эмелсен купине тухни пирки чылай калаҫрӗҫ. Телее, ҫав купана тӗп тунӑ ӗнтӗ. Анчах халӗ халӑха урӑххи пӑшӑрхантарать: эмел купи хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа мӗншӗн пуҫтарман? Ара, юнашарах юханшыв пур, ялти ачасем унта килсе выляма та пултараҫҫӗ. Ҫав ҫӳп-ҫап темиҫе уйӑх ӗнтӗ выртать. Инҫех мар ӗнесене ҫитереҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӳп-ҫапа тӗп тума палӑртнӑ иккен. Анчах ӗҫе тума кансӗрлекен сӑлтав пур. Ҫумӑр пӗрмай ҫунӑран вӑрман патне машинӑпа пыма ҫук-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкула ҫӗнӗ ят панӑ. Малашне вӑл Василий Иванович Чапаев ячӗпе хисепленӗ. Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа вӑл «В.И.Чапаев ячӗллӗ вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкул» ятлӑ пулӗ. Сӑмах май, Атӑл леш енчи вӑтам пӗлӳ паракан шкула та урӑх ят панӑ. Вӑл халӗ парашют спорчӗ енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Майя Костина ячӗпе хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» канашлӑвӗн регионти тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта ҫамрӑксем опытпа паллаштараҫҫӗ, тӗрӗк халӑхӗсен еткерне сыхласа хӑварасси пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫалтан канашлӑва «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» программӑна кӗртнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ. Регион шайӗнчи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 1-мӗшӗччен иртӗ. Ун чухне тӗрӗк ҫамрӑкӗсен ушкӑнне пухӗҫ, вӑл вара республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Раҫҫей шайӗнчи тупӑшу авӑн уйӑхӗн 10-14-мӗшӗсенче Тутар Республикинче иртӗ. Канашлӑва кирек мӗнле наци ҫыннисем те хутшӑнайӗҫ. Вӗсене тухӑҫлӑ вӗренӳ программи кӗтет. Кашни кун культура программи йӗркелӗҫ. Заявкӑсене ҫурлан 1-мӗшӗччен ЧР Культура министерствинче йышӑнӗҫ. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: culture62@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(8352) 64-22-34. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапама юсасшӑн. Ун валли республика хыснинчен 9 мллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Лапамра чӑваш орнаменчӗ пулмалла. Юсав ӗҫне кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукциона выляса илекен подрядчикӑн пӗр уйӑхра юсав ӗҫӗсене вӗҫлемелле. Театр алӑкӗ патне илсе пыракан хӗрлӗ ҫул ҫаплипех юлӗ. Унта чӑваш орнаменчӗн паллисем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 штук. Театр умӗнчи лапам халӗ чаплах мар, унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Плитасем арканса пӗтнӗ. Малтанлӑха аукцион хакне 8 миллион те 700 пин тенкӗлӗх палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Ырсем Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ольга Ырсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта пыракансем валли фойере сӑнӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Вӑл РФ тава тивӗҫлӗ артисткин тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, программа Ольга Ырсем пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Спектакльти сыпӑксене те кӑтартнӑ. Надежда Кузьмина тата Сергей Павлов артистсен репертуарӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарта ҫуралнӑ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи «Чемен карти» этнокомплексра черетлӗ пысӑк мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12–16-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи «Сгущonка» ҫамрӑксен вӗренӳ канашлӑвӗ иртӗ. Канашлу темиҫе енпе ӗҫлӗ: музыка, визуаллӑ ӳнер, киноискусство, урбанистика, литература, театр, хореографи. Унта Мускаври, Питӗрти, Сызраньти тата ытти хулари поэтсене, ҫыравҫӑсене, актерсене, ӳнерҫӗсене, фотографсене чӗнме палӑртнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ, этнокомплекс ертӳҫи Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр «Сгущonка» Мари Элти Звенигово районӗнче иртнӗ. Халӗ ӑна Чӑваш Енре йӗркелесшӗн. Канашлӑва студентсем, ҫамрӑксен юхӑмӗсен, общество организацийӗсен хастарӗсем хутшӑнӗҫ. 16–30 ҫулсенчи яш-хӗр Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ. Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |