Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен ярасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушӑва паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, Татьяна Владимировна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2010 ҫулта вара Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ. Ку должноҫе вӑл 2015 ҫулта йышӑннӑ. Ун чухне унпа ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тунӑ.