Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Аса илтерер: М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленет. Хальхинче фестиваль чӳк уйӑхӗн 17—21-мӗшӗсенче иртӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Италипе Румынирен, Китайпа Казахстанран, Беларуҫран тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Любовный напиток» оперӑна йыхравлӗҫ. «Риголетто» оперӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартӗҫ. Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Кӑҫалхи сумлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче «XXI ӗмӗрти тенорсем» концерт пулмалла. Унта пухӑннӑ куракансене тӗрлӗ хайлавпа паллаштарӗҫ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ. Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви йӗркеленӗ кинофестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чӑваш киноискусствине аталантарма тӳпе хывнӑ фильмсене уйрӑм номинаципе палӑртӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта уҫӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ мероприяти: фильм авторӗсемпе тӗл пулусем, хӑтлавсем тата мастер-классем — ирттерме палӑртаҫҫӗ. Фестиваль фильмӗсене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тата Электрон документацийӗн архивӗнче тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Спорт
Кӗҫех Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Кӑҫал ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитет те ҫак чаплӑ уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӗрӳленсе ӗҫлеҫҫӗ. Аслӑ пухура ЧНК Президентне суйламалла. 28-мӗшччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ пулин те мӗнле кандидатсем пурри пирки халӗ те паллӑ мар-ха. Те Угасловах хӑвараҫҫӗ, те Валерий Клементьева пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарма сӗнӗҫ. Паллӑ мар. Мӗнех, ку вӑл вӗсен шалти ӗҫӗ. Ахаль халӑхран тахҫанах ыйтма пӑрахнӑ та, хура халӑха ку ыйту пӑшӑрхантармасть. Апла-и, капла-и, «Кама лартаҫҫӗ-ши?» — текен ыйтӑва халиччен никамран та илтменччӗ-ха. Пуриншӗн те «ик айкки те тӑвайкки». Ку сӑмаха ма пуҫартӑм-ха? Раҫҫей шайӗнче пӗр хыпар ҫӳрет. Кремль, имӗш, кӗпернаттӑрсен пуканне йышӑнма пултаракансен йышне хатӗрлет. Космонавтсене хатӗрленӗ пекех вӗсене вӗрентеҫҫӗ: ятарласа Сочире пухнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем лекцисем вуласа панӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, пулас кӗпернаттӑрсене ҫичӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва та сиктернӗ. Шухӑшларӑм та... Тен, пирӗн те ЧНК Президенчӗ пулас кандидатсене ҫапла хатӗрлемелле? |
Политика
![]() Элтепер журналистсен ыйтӑвне хуравлама хатӗр Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсемпе ҫулсерен тӗл пулса вӗсен ыйтӑвӗсене хуравлаканччӗ. Ҫак кунсенче вара тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗри Михаил Игнатьев кӑҫал пресс-конференци ирттерменни пирки ҫырчӗ. Ҫакна Элтепер политикӑри хайӗн вӑйне ҫухатнипе, республикӑра экономика тата социаллӑ пурнӑҫ шайӗ начаррипе, журналистсен ыйтӑвне хуравлас килменнипе сӑлтавлама пӑхни сисӗнчӗ. Паян, ак, пӑх та — Элтепер пресс-конференци ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Республика ертӳҫи журналистсемпе юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10 сехетре курнӑҫӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине пӗлтермелле. Аккредитаци валли ҫырусене press1@cap.ru, press2@cap.ru электрон адреспа юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 39-35-71, (8352) 39-35-72.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Хальхинче вӑл электроэнергипе парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Владимир Иванов троллейбус управленине Шупашкар хула администрацине пулӑшма чӗнсе каланӑ, мӗншӗн тесен транспорт предприятийӗ муниципалитетӑн-ҫке. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян ирттернӗ планеркӑра троллейбус управленийӗн ертӳҫисене хытах ятланӑ, ӗҫрен кӑларса ярассипе те хӑратнӑ. Алексей Ладыков мэра ӑнланма та пулать. Хула администрацийӗн хыснинчен маларах 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӑл укҫана электроэнерги парӑмне татма панӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепре парӑм пухса янӑ. Алексей Ладыков лару-тӑрӑва юпа уйӑхӗнче йӗркелемеллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна хатӗрлет. Унта «Юрату пурах иккен!» спектакле лартассипе ҫине ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ театрта репетици малалла пырать. Ҫӗнӗ спектакле иртнӗ эрнекун Элӗкри культура ҫуртӗнче пуҫласа лартнӑ. Спектакле район центрӗнче тата районта пурӑнакансем курнӑ. «Юрату пурах иккен» музыка комедине Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, пьеса авторӗ – Чӑваш Енӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ. Пульницӑсене пӗрлештерес ыйтӑва паян Шупашкарта Мускав район администрацийӗнче халӑха пухса сӳтсе явнӑ. Реорганизаци тӗллевне Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫак утӑма медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлас тӗллевпе пуҫарнӑ. Эндокринологи диспансерӗ вырнаҫнӑ ҫуртра тухтӑрсене ӗҫлеме, чирлисене сипленме хӑтлӑ услови ҫук иккен. 2004 ҫулта хута янӑ госпитальте вара кун валли май пур иккен. Тухтӑрсем вара епле ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех тар тӑкассине шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти паллӑ кондитерскисенчен пӗри, «Планета» ятли, ҫак уйӑхра 25 ҫул тултарать. Шупашкар хулин экономика порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку предприяти «Раҫҫей Федерацийӗ мастер-кондитерӗ» ята тивӗҫ специалистсене самай хатӗрленӗ. Кондитер хапрӑкӗ наци ячӗпе ҫыхӑнтарнӑ апат-ҫимӗҫ те кӑларать. Вӗсенчен пӗри — «Нарспи» торт. 2014 ҫулта вӑл Пӗтӗм тӗнчери кулинари кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Тӗрлӗ шайри конкурссенче те хапрӑк пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Раҫҫейри Кулинарсен наци ассоциацийӗн президенчӗ Виктор Беляев республикаЭлтеперӗ ячӗпе тав ҫырӑвӗ янӑ. Унта «Планета» кондитерӗсен пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ, унтисем тӗрлӗ шайри конкурсра пӗрре кӑна мар тӗрлӗ йышши наградӑна тивӗҫнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Сӑмахсем, этем пекех, ватӑлсах пыраҫҫӗ-ши?.. Эпир ар пирки ҫырнӑччӗ, ар, ер — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултаракан ҫын, тен, ӗлӗк-авал ҫарҫынни тени те пулма пултарнӑ. Нукер — пӗр-пӗр ханӑн, патшан е ҫарпуҫӗн шанчӑклӑ арӗ (ерӗ). Кӗрнекер — кӗрнукер, урӑхла каласан, кӗрӳ сыхлавҫи; туй вӑхӑтӗнче авланакан каччӑна пӑхса, упраса тӑраканни. Мӑнкӗрнекӗр — ҫын вилсен, ӑна пӑхса-упраса леш тӗнчене, аслӑ турӑ Танкӑр патне илсе каякан Хӑрпан-турӑпа ҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекенӗ.
Хушни. Ку сӑмах пирӗн чӗлхене монгол чӗлхинчен кӗнӗ. Унта вӑл «тус», «юлташ» пек ҫӳренӗ. Юхма Мишши тӗрӗс палӑртать, вӑл патшан шанчӑклӑ сыхлавҫи пулнӑ, ҫывӑх ҫар ҫынни. Кӗрнекӗр сӑмаха вара Ашмарин хӑйӗн сӑмах пуххинче илсе парать, унӑн пӗлтерӗшӗ те ҫавӑн пекех. Ашмарин словарӗнче «кӗрнекер», «кӗрнӳкер» вариантсене илсе панӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |