Хулара
![]() Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 19 сехетсенче Шупашкарти 21-мӗш номерлӗ троллейбус Президент бульварӗпе пынӑ чух «Ярмарка» чарӑну тӗлӗнче инкеке лекнӗ: унӑн хыҫалти сулахай урапин корчӗ (тепӗр майлӑ каласан, каркасӗ) юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула транспортри чӳрече ваннӑ, троллейбус та сиенленнӗ. Транспортри пассажирсенчен пӗри урине ыраттарнӑ, ӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек пулнине пӗлсен РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви предприятие республика хыснинчен 30 миллион тенкӗ укҫана 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |