Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ паллиативлӑ уйрӑм чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хупӑнать. Вӑл Республикари онкологи диспансерӗн уйрӑмӗ шутланать.
Уйрӑмра 30 ҫын вырнаҫайнӑ. Унта онкологи патлогийӗ ҫук ҫынсене тӳлевлӗ вырттарнӑ. Паллиативлӑ уйрӑма мӗншӗн хупаҫҫӗ-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Энгельс урамӗнчи ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ.
Тӑватӑ хутлӑ пульницӑна «СервисСтройПроект» тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна авариллӗ лару-тӑрура тесе йышӑннӑ. Ҫавна май уйрӑма Гладков урамӗнчи паллиативлӑ пулӑшу паракан уйрӑмпа пӗрлештерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр койкӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнчи уйрӑма парӗҫ.