Политика
![]() Пуху самантне Юрий Шакеев ӳкерсе илнӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район сучӗ патӗнче полицейскисем тӑватӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал Алексей Глухов право хуралҫи пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Каччӑсене «административлӑ протокол ҫырма» тесе полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ-мӗн. Пакунлисен аллине ҫакланнисем хушшинче Семен Кочкин, Роман Романов, Дмитрий Робсон тата Константин Ишутов пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗ патӗнче халӑх пухӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ каччӑсем унта хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем Юрий Сидоров ятлӑ ҫын тӗлӗшпе пыракан суд процессне кайнӑ. Лешне полицие пӑхӑнман, «Молодая Гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) йӗркеленӗ экологи митингӗнчен каясшӑн пулман тесе суд ӑна пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ-мӗн. Тытса чарнисем «Ҫыхӑнура» портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем митинга хутшӑннӑ ҫынсенчен сахалтан та утмӑлӑшӗн ятне-шывне, вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлеҫҫӗ тата вӗсенче хайхисен сӑнӳкерчӗкӗ пур. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулинче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннине, унта илсе панӑ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ. Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле. Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ҫар комиссариатӗнчи пуху Кӑҫалхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1334 каччӑна салтака пуҫтарса кайӗҫ. Кун пирки паян республикӑн Ҫар комиссариатӗнче пӗлтернӗ. Ҫурхи призывпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ пухӑва районсемпе хула администрацийӗсенчи, районсенчи ҫар ӗҫ комиссариачӗсенчи специалистсене, призыв валли тӗрӗслекен тухтӑрсене пуҫтарса калаҫнӑ. Сӑмах май каласан, вӗсене ыран та пухӗҫ. Пуҫтарӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пирӗн Чӑваш Енре пӗлтӗрхи призыва ӑнӑҫлӑ ирттерни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал та ҫавӑн пекех ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Каччӑсене ҫара ӑсатассипе пирӗн республика пӗлтӗр Тӗп ҫар округӗнче иккӗмӗш разрядлӑ ҫар комиссариачӗсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. |
Политика
![]() Константин Степанов депутат Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов республикӑн Патшалӑх Канашне куҫать. Хулари депутатсен ӗнерхи ларӑвӗнче либерал-демократ полномочирен хӑтарма ыйтса пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче заявлени ҫырнине пӗлтернӗ. Константин Степанов Шупашкарти Депутатсен пухӑвне парти списокӗпе суйланнӑ. Йышра вӑл ҫав партирен пӗчченех пулнӑ. Чӑваш парламентне либерал-демократ Надежда Петрова вырӑнне куҫӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ сессире хӗрарӑм-депутат обществӑлла ҫав тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ. Аса илтерер, Патшалӑх Канашӗнче либерал-демократсене виҫӗ вырӑн лекнӗччӗ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвне депутата кама сӗнессине либерал-демократсен партийӗ ҫывӑх вӑхӑтра палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мурманск облаҫӗнчи Раиса Садакова Мурманск облаҫӗнчи ӳнер музейӗнче вӑл тӑрӑхри чӑвашсен наци автономийӗн ертӳҫин Раиса Сардакован куравӗ уҫӑлнӑ. Унта вӑл хай ӑсталанӑ ӗҫсене тӑратнӑ. Аякра пурӑнакан чӑвашсен наци автономине ертсе пыракан хастар ҫак хӗрарӑм чӑваш тӗррипе тахҫанах кӑсӑкланать. Кӑсӑкланать кӑна та мар, Раиса Степановна чӑваш ҫи-пуҫне ӑсталать. Тепӗр чух пӗр ӗҫе пурнӑҫлама ӑна ҫулталӑк та кирлӗ иккен. Апла пулин те Раиса Садакова вӑхӑта шеллемест. Чун юратнӑ ӗҫе вӑл ачисемпе мӑнукӗсене хӑнӑхтарать. Ӳркенмен хӗрарӑм чӑвашсен культурипе ҫыхӑннӑ Мурманскри мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ курав ал ӑстин пултарулӑхӗпе туллин паллаштарать. Курав ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вячеслав Комаров (сулахайри). Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн пайне ертсе пынӑ Вячеслав Комарова информаци центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Информаци центрӗ те пӗчӗк паях мар: вӑл ҫынсем пирки тӗрлӗ хыпар пухать, ал йӗрне, судпа айӑпланни ҫинчен тата ҫавӑн йышшине пуҫтарса пырать. Вячеслав Комарова ҫынсем 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ пӑтӑрмахлӑ пулӑм хыҫҫӑн пӗлме пуҫланӑ тесе ҫырать «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал. Ҫавӑн чухне Т999ТТ номерлӗ «Мерседеса» ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Кантӑкне хытах тӗксӗмлетнӗ машина водителӗн докуменчӗсем те йӗркеллех пулман-мӗн. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑруллӑ вырӑна руль умӗнчи 22 ҫулхи каччӑн ашшӗ, хайхи Комаров, хӑй пырса ҫитнӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ку истори федерацин телеканалӗпе те янӑранӑ. Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче те Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене флюорографи тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче мобильлӗ флюорограф ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ Чӑваш Республикинче туберкулезпа кӗрешмелли «Шурӑ салтак тӳми» акци пырать. Унпа килӗшӳллӗн, республика ҫыннисене флюорографи тӳлевсӗр тӑвӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ флюорографи пӳлӗмӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сывлӑхне тӗрӗслеме кашни ҫыннах пултарать. Пациентсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, республикӑра юлашки 10 ҫулта туберкулезпа чирлисен йышӗ 2 хут чакнӑ. Ку чирпе вилекенсен хисепӗ вара 3 хут пӗчӗкрех. Флюорографие тӳлевсӗр ӑҫта тума май пуррине ведомство сайтӗнче пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьере тепӗр пепке ҫуралнӑ. Вӑл — 13-мӗш ача. Ҫемьене Шупашкар хула администрацийӗ саламланӑ. Мария Падиаровӑна хӑшӗ-пӗри пӗлет те пулӗ. Вӑл «Мисс Россия» тата тӗнче шайӗнче Мальтӑра иртнӗ «Корлева планеты» илемлӗх конкурсӗсене хутшӑннӑ. 13-мӗш ачине вӗсем Архип ят хунӑ. Марийӑпа Евгений Падиаровсем хӑйсеннисӗр пуҫне опекӑна илнӗ тӑватӑ шӑпӑрлана воспитани параҫҫӗ. Падиаровсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Тимофеева, ЗАГС пай пуҫлӑхӗ Наталья Краснова, ачалӑха хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Белова саламланӑ, ача ҫуралнине ӗнентерекен хута тата ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ. Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |