Чӑваш Ен каччине Василий Серебрякова 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи ҫар комиссариачӗ вӑрҫа кайма повестка панӑ. Вӑл ун чухне 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Шел те, ҫамрӑкскер Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Нумаях пулмасть Ленинград облаҫӗнче унӑн ӳчӗн юлашкине тупнӑ. Ӑна «Дорога домой» («Килелле выртакан ҫул») проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ене ӑсатӗҫ. Салтак ӳчӗн юлашкине, унӑн упранса юлнӑ япалисене тӑванӗн ачи Алексей Серебряков йышӑнӗ.
Мероприяти юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 9 сехетре Шупашкарти Ҫар мухтавӗн музейӗнче иртӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем, шырав отрячӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Василий Серебряковӑн ӳчӗн юлашкине Явӑшри масар ҫинче пытарӗҫ.