Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.