Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Шупашкар хулинчи Афанасьев урамӗнче «Лада Калина» 17 ҫулти студента ҫапса кайнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари паян кӑнтӑрла Афанасьев урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Лада Калина» водителӗ, 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, светофор ҫук ҫӗрте «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ ҫамрӑк ҫине пырса кӗнӗ. Каччӑ техникумра вӗренет.
Каччӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн пуҫӗ суранланнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
