Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ирхине Шупашкар хулинче База тӑкӑрлӑкӗнче иномарка 61 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ.
Авари 6 сехет те 45 минутра Гладков урамӗнчи 17-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм «зебра» урлӑ, светофор ҫук ҫӗрте, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн йӗтес шӑмми хуҫӑлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: «Ниссан Альмера» рулӗ умӗнче 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Унӑн водитель стажӗ – 41 ҫул.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
