Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Тутарстанра ҫуралнӑ ҫынна Чӑваш Ен прокурорӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 13.04.2018 18:29 | 927 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ.

Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.

Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ.

#Тутарстан, #тӳре-шара, #хушусем, #прокуратура, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Ҫыранҫи Чаллӑ, #Аксу районӗ, #Хусан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Иван Моторина ӗҫрен кӑларнӑ
2020, 07, 17
Чӑваш Ен Правительствинче — урӑх министр
2020, 07, 24
Герасимова министр пулма шаннӑ
2020, 09, 16
Икӗ министр пукансӑр юлнӑ
2020, 09, 23
Министр ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ
2020, 10, 12

Комментари:

Agabazar // 1886.30.2222
2018-04-13 20:01
Agabazar
Чăваш е чăваш мар?
Agabazar // 1886.30.2222
2018-04-13 23:15
Agabazar
Тутартсанти Аксу районĕнчи Тури Паланнă (Верхняя Баланда) ялĕнче çуралнă тенĕ. Ку — вырăс ялĕ. Чăваш ялĕ мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org