Политика
![]() Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йер хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Евгений Павлова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Николаев юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Транспорт тата ҫул-йр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн халӗ пӗр ҫум: Юрий Арлашкин. Евгений Павлов министр ҫумӗн должноҫне 2016 ҫулта йышӑннӑ. Унччен вӑл финанс пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, патшалӑх программисене пурнӑҫлассишӗн тата ҫул-йӗр фончӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курассишӗн яваплӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |