Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.
Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.