Вӑрмар районӗнче паян ҫӗрле пушар алхаснӑ. Унта чутах амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлман. Пушарта шар курнӑ хӗрарӑма, пиҫсе кайнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Пушар ирхи 2 сехет ҫурӑра 84 ҫулти кинемей килӗнче тухнӑ. Йывӑҫ ҫурт хӑвӑрт ҫунма тытӑннӑ. Пӳртре кинемей тата унӑн 54 ҫулти хӗрӗ пулнӑ.
Пушар тухнине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсемех кил хуҫисене урама тухма пулӑшнӑ. 54-ри хӗрарӑм хытах пиҫсе кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Алькеш поселокӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 37 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ кӗлленнӗ. Унӑн 62 ҫулти ашшӗ, шел те, ҫӑлӑнайман.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 331 пушар алхаснӑ, вӗсенче 33 ҫын вилнӗ, 32-ӗн аманнӑ, 195 ҫынна ҫӑлнӑ.