Пӑтӑрмахсем
![]() ҪЙХПАИ сӑн ӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи уяв чылайӑшӗшӗн хаваслӑхпа асра юлать пулсан теприсен килне вӑл хуйхӑ та илсе килнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче 44-ри хӗрарӑм-водитель «Опель-Антара» машинӑпа арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Тӗксӗм тумланнӑскере хӗрарӑм кая юлса асӑрханӑ имӗш. Инкек каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче «Шупашкар—Ҫӗньял—Илпеш—Алькеш» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ 56-ри арҫынна вилмеллех таптанӑ. Арҫын ҫул ҫинче ӳсӗр тӑма пултарнӑ, вӑл иртен-каян машинӑна чарма хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист ҫул-йӗр ҫинчи инкек сӑлтавне палӑртӗ. Машина рулӗ умӗнчи хӗрарӑма еплерех явап тыттарассипе тыттармасси тата ӑна мӗн кӗтесси те каярах уҫӑмланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |