Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Карачурапа Лапсар хушшинчи М7 ҫул ҫинчи паян пулса иртнӗ пӑтӑрмахра вилнисен шучӗ 13 ҫитнӗ. Кун пирки пульницӑри ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ — шар курнисенчен тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Суранланнисене Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Ҫиччӗшӗнчен тӑваттӑшӗ йывӑр сурансемпе. Тепӗр икӗ ҫынна амбулатори майӗпе пулӑшу панӑ, ҫав шутра пӑтӑрмахшӑн айӑплӑ йывӑр тиевлӗ машина водительне те. Ӑна тытса чарнӑ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хӑй сӑнаса тӑрасси пирки пӗлтернӗ, шар курнӑ ҫынсене пӗтӗм енчен пулӑшма хушнӑ. Аса илтеретпӗр, Канашран Мускав ҫула тухнӑ Fiat микроавтобуспа Мерседес тев машини (маларах Камаз тесе хыпарлатчӗҫ) 19 сехетсенелле ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах йывӑр тиевлӗ машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑран пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Мӗн сӑлтава пула вӑл унта лекни пирки хальлӗхе калани ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |