Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене хута янӑ чухне 20 миллион тенке яхӑн перекетлеме май килнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Мӗнле майпа перекетленӗ-ха? ФАПсене тунӑ чухне ирттернӗ аукционсенче 19,9 миллион тенкӗ перекетлеме май килнӗ. Малтанхи хака 3 миллион та 603,9 пин тенкӗ палӑртнӑ. Кайранхи хака вара электронлӑ аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе палӑртнӑ. Перекетленнӗ укҫа-тенкӗпе республикӑри 16 районта тума палӑртнӑ 25 ФАПа туса пӗтерӗҫ. Ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗнчи Сӑкат ялӗнче ҫӗнӗ ФАП тӑвӗҫ. Вӑл унччен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ялти ҫынсене сутма чарнӑ. Анчах халӑх ниепле те итлемест, пур-пӗрех сутма ҫӳрет. Нумаях пулмасть Шупашкарта рейд иртнӗ. Унашкаллисене тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче тӗп пасар умне 5 сехет тӗрӗсленӗ. Илпек, Гагарин урамӗнчи, Ленин проспектӗнчи хӑш-пӗр ҫурт патӗнче дежурство йӗркеленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче санкцилемен суту-илӳн 20 фактне шута илнӗ. Ленин районӗнче кӑна кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫак тӗлӗшпе 400 протокол ҫырнӑ, 41 суту-илӳ вырӑнне пӑрахӑҫланӑ. Халӗ Шупашкарта «канмалли кунсенчи» ярмӑрккӑна йӗркелес ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ҫынсем хӑйсен продукцине сутма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм айне арҫын кӗрсе ларнӑ та вак укҫана пухнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Хайхи арҫынна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмӑн виткӗчне илсе кӗнӗ те хупӑнса ларнӑ, лӑпкӑн кӑна укҫа пуҫтарнӑ. Ҫав самантра палӑк умӗнчен патрульпе пост службин ӗҫченӗсем иртсе пынӑ. Вӗсем асӑну комплексне тӗрӗслеме шухӑшланӑ та арҫынна асӑрханӑ. 44 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Унпа калаҫнӑ, асӑрхаттару панӑ. Вӑл унччен те саккун урлӑ каҫнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Атӑлҫи федераци округӗнчи субъекчӗсен мэрӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева миҫемӗш вырӑн йышӑннӑ-ха? Вӑл – 14-мӗш йӗркере. Танлаштарӑма «Медиалогия» хатӗрленӗ. Журналистсене Ирина Клементьева должноҫӗпе ытлашши усӑ курнипе кӑсӑклантарнӑ. Вӗсене следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарни интереслентернӗ. Анчах танлаштарӑмра вӑл япӑх хаклав илнӗ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин йышӑннӑ. Вӑл журналистсене Хусан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне 95 процент йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Эх, ҫухалсах ӗлкӗреймен ӗмӗтсен пире хитрен пиллекен ытарайми тӗнчийӗ... Ҫав ахах-мерченлӗ ниепле хакпа виҫейми тупра пире малашлӑх ҫулӗпех уттарать, пурнӑҫ епле пулмаллине тата пулмалла маррине куллен ытарлӑн вӗрентсе калать. «Эпир хамӑр ӗмӗрте кил-йышри ҫичӗ сыпӑка курма тивӗҫ: хамӑра, атте-аннене, асатте-асаннепе кукамай-кукаҫине, вӗсен ашшӗ-амӑшне, ачамӑрсене, мӑнуксене, вӗсен ачисене. Йӗркеллӗ, илемлӗ, сывлӑха упраса пурӑнайсан этем ӗмӗрӗ ҫакна валли ҫитет...» (В.Аванмарт). Ҫитмелле тетпӗр, анчах ӑс-паруҫи кам? Чӑрсӑр ҫил ташшиллӗ паянхи пурнӑҫӑн таппипе куллен пире тухӑҫлӑн ӗҫлеттерме тӑрӑшакан ӑс-хакӑлҫӑ-ши.... Ҫакӑнтах Ҫынлӑх Ӑшшине куллен ҫунат хушса патваррӑн утма вӑй паракан сӑвӑҫӑн тӳпи те пысӑк. Вӗсен йышӗнче чи малта Теветкел тӑрать. Вӑл ӑста ҫыравҫӑ-сонетҫӑ-куҫаруҫӑ пулнине пурте лайӑх пӗлетпӗр. Шӑплӑха куҫайнӑ хыҫри ҫулсене (тӗлӗнмелле, иртнисӗр пирӗн малашлӑх ҫук!) этемлӗх ӑс-тӑнӑн пӗлӳ асамӗ ҫеҫ чӗртсе тӑратма пултарать. Ыттисемпе пӗрлех ӑна пурнӑҫлаканӗ — эпир сывлакан сывлӑшпах куллен хавхаланса пурӑнакан ҫак ҫыравҫӑ-поэт та пулса тӑрать. |
Культура
![]() Тури Ачакри хӑнасем Етӗрне хулинче паян «Бородино» теплоход пырса чарӑннӑ. Ун ҫинче ларса килне хӑнасем Етӗрне ҫӗрӗнчи музейсемпе паллашнӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх теплоход ҫинчен пурӗ 60 ҫын аннӑ. Етӗрнесем хӑнасемпе пысӑк экскурси программипе паллаштарнӑ. Туристсем хулари музейсемпе ҫеҫ мар, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи тури чӑвашсен музейӗпе те паллашнӑ. Чи малтанах хӑнасене Етӗрнери таврапӗлӳпе ӳнер музейне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн Николай Мордвинов СССР халах артисчӗн тата Таланцев пиччӗшсен музей ҫурчӗсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасене Вячеслав Еткер ӑстаҫӑ тунӑ кӳлепесем те кӑсӑклантарнӑ. Экскурси программине вӗҫленӗ май туристсем Тури Ачак ялне ҫитсе курнӑ, кунти XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн музейӗпе паллашнӑ. «Вирьял» халӑх ансамблӗ вара хӑнасене чӑваш юррисене шӑрантарса панӑ, сӑра мӗнле вӗретнине тата ӗлӗк пир мӗнле ҫапнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ваттисемпе мӑн асаттесене асӑнни 28-мӗш чунҫӳреве кайнисем утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара ҫитрӗҫ. Кӑҫалхи ҫул Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тук ялӗ урлӑ Казахстан ҫӗрӗ еннелле выртрӗ. Тӗп тӗллев — Туркестанран инҫе мар вырнаҫнӑ Мон Булакра Котрага халалласа барельеф вырнаҫтарасси пулчӗ. Казахстан ҫӗрӗ хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илчӗ, Шупашкартан тухнисене Туркестанри пӗр хӑна ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем пӗтӗм Казахстан уявлакан Астана кунне те хутшӑнчӗҫ — Туркестанӑн тӗп тӳремӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Шел те, барельефа вырнаҫтарма май тупӑнмарӗ. Чунҫӳревҫӗсем килес кунсенче вырӑнти тӳре-шара Астана кунӗн уявне хатӗрленнӗрен палӑк лартма ирӗк паракан хута туса ҫитереймен иккен. Ҫавна май барельефа тата чул ҫине ҫырнине Туркестанра вырнаҫнӑ Ахмет Ясави ятлӑ университечӗн музейне парса хӑварчӗҫ. Вӗсем вӑхӑт тупса палӑка вырнаҫтарма шантарчӗҫ. Ҫавах та чунҫӳревҫӗсем ҫак ӗҫе паллӑ туса така пусса ваттисемпе пирӗн халӑхӑн мӑн аслашшӗсене асӑнчӗҫ. Сӑмах май, чунҫӳрев кӑҫал тепре те иртмелле, ҫурла уйӑхӗн варринче тепӗр хут Крым патне, Хӑнакур хули вырӑнне ҫитсе килмелле. Унта чунҫӳревҫӗсем пӗлтӗр лартнӑ палӑка илемлетесшӗн. |
Республикӑра
![]() Шупашкарти ҫамрӑк пӗр арҫын Уйӑх ҫутипе Атӑл урлӑ ишсе каҫма шут тытнӑ. Вӑй-хал тапса тӑрать тенӗ пулинех — ҫӗркаҫ вӑл каҫ сӗмӗ ҫапнине тата Атӑл урлӑшӗ темиҫе шит маррине пӑхмасӑрах сылтӑм ҫыран енчен сулахай енне талпӑннӑ. Тӗп пляж патӗнчен ишме пуҫланӑскер тем вӑхӑтран шыв юххи хӑйӗнчен вӑйлӑрӑххине ӑнланса илнӗ. Шыв сивви те канӑҫсӑрлантарнӑ — ҫамрӑк арҫын шӑнса кӳтнӗ. Кун пек чух шӑпа хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, юрать-ха арҫын ятарлӑ жилет тӑхӑннӑ, телефонпа хунар чикнӗ. 23 сехет те 30 минутра вӑл пулӑшу ыйтса ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Катер ҫинчи дежурство смени часрах арҫын патне вӗҫтернӗ. Инкеке лекни SOS сигналне хунарпа пӗлтернӗ. Атӑл урлӑ каҫма пуҫланӑскере ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унта ӑна ӑшӑ утиялпа пӗркентернӗ, вӗри чейпе хӑналанӑ. Кӗҫех арҫын патне пиччӗшӗ пынӑ та килне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Патӑрьелти районсем хушшинчи пайӗ психоневрологи интерначӗн тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплас хӑрушлӑх пур. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӑйӗнпе пӗр организацире ӗҫлекен ҫынна ӗҫ укҫи ҫинчен справка ҫырса панӑ. Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ывӑлне лешӗ социаллӑ стипенди илмелле туса парассишӗн шалӑва пӗчӗклетсе кӑтартакан справка ҫырса пама ыйтнӑ, тӗп бухгалтер килӗшнӗ. Ҫав хутра 2016 ҫулхи утӑ—авӑн уйӑхӗсенчи шалӑва сахаллатса шӑрҫаланӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хула администрацийӗ Раҫҫейӗн Перекет банкӗнчен кредит илӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑх ҫурринче патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлине эпир ун чух ҫырса кӑтартнӑччӗ. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа тенӗччӗ эпир ун чух. Халӗ Шупашкар хули кредита Перекет банкӗнчен илме йышӑннӑ. Кредит учрежденийӗ ӑна 8,65% ставкӑпа пама килӗшнӗ. Аукционта ку ставкӑна администраци малтанласа 10,34 процент тесе кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |