Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене флюорографи тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче мобильлӗ флюорограф ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ Чӑваш Республикинче туберкулезпа кӗрешмелли «Шурӑ салтак тӳми» акци пырать. Унпа килӗшӳллӗн, республика ҫыннисене флюорографи тӳлевсӗр тӑвӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ флюорографи пӳлӗмӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сывлӑхне тӗрӗслеме кашни ҫыннах пултарать. Пациентсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, республикӑра юлашки 10 ҫулта туберкулезпа чирлисен йышӗ 2 хут чакнӑ. Ку чирпе вилекенсен хисепӗ вара 3 хут пӗчӗкрех. Флюорографие тӳлевсӗр ӑҫта тума май пуррине ведомство сайтӗнче пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьере тепӗр пепке ҫуралнӑ. Вӑл — 13-мӗш ача. Ҫемьене Шупашкар хула администрацийӗ саламланӑ. Мария Падиаровӑна хӑшӗ-пӗри пӗлет те пулӗ. Вӑл «Мисс Россия» тата тӗнче шайӗнче Мальтӑра иртнӗ «Корлева планеты» илемлӗх конкурсӗсене хутшӑннӑ. 13-мӗш ачине вӗсем Архип ят хунӑ. Марийӑпа Евгений Падиаровсем хӑйсеннисӗр пуҫне опекӑна илнӗ тӑватӑ шӑпӑрлана воспитани параҫҫӗ. Падиаровсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Тимофеева, ЗАГС пай пуҫлӑхӗ Наталья Краснова, ачалӑха хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Белова саламланӑ, ача ҫуралнине ӗнентерекен хута тата ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ. Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Патшалӑх Думинчи асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енрен депутата суйланнӑ Анатолий Аксаков тата Олег Николаев (вӗсем иккӗшӗ те «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑраҫҫӗ) паян Мускавра Чӑваш Енри ентешсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенчен пӗринче Анатолий Аксаков хыпарланӑ. «Культурӑна, экономикӑна, бизнеса, политикӑна пӗтӗмӗшле аталантарас, проектсемпе пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас енпе кӑсӑклӑ нумай ыйту, сӗнӳ пулчӗ», — ҫырнӑ паллӑ политик. Тӗлпулӑва РФ Патшалӑх Думине пынисем Чӑваш Еншӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн. Аса илтерер, РФ Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа суйланнӑ Анатолий Аксакова финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине суйланӑччӗ. Парти списокӗпе суйланнӑ Олег Николаева хысна тата налук енӗпе ӗҫлекен комитета кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар ҫумӗнче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра укҫа пичетлекен станок тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя укҫа кӑларакана ҫавӑнта тытса чарнӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисем пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Полицейскисем Чулхула ҫыннине тытса чарнӑ. Ҫак арҫын хула ҫумӗнче вырнӑҫнӑ ҫуртра (унта никам та пурӑнман) укҫа пичетлекен машина вырнаҫтарнӑ. Хӑй те ҫав ҫуртах пурӑннӑ. Полицейскисем 500 тенкӗлӗх 400 хут укҫа тупнӑ. Ку пӗтӗмпе 214 пин тенкӗпе танлашать. Ҫав арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чулхула ҫынни суя укҫасемпе ытларах пасарта усӑ курнине каласа кӑтартнӑ. Ара, лешсен унта укҫа тӗрӗслемелли машинка ҫук. Халӗ полицейскисем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иосиф Дмитриев режиссер Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Йӑлана кӗнӗ республика шайӗнчи конкурсра хамӑр тӑрӑхри профессилле театрсен ӗҫне хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи вӑхӑтӗнче Мускаври, Ӗпхӳри, Чӗмпӗрти критиксем пӑхса хӑйсен шухӑшне пӗлтерессине эпир маларах систернӗччӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пуш уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче пӑхнӑ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире П. Чайковскин «Спящая красавица» балетне (ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Данил Салимбаев лартнӑ) ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Снежная королева» спектаклӗ (ӑна Иосиф Дмитриев лартнӑ). Чи лайӑх хӗрарӑм рольне В. Николаев пьеси тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» спектакльти Сипет сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назарова тивӗҫнӗ. Арҫын ролӗпе Вырӑс драма театрӗнчи «Отель двух миров» спектакльти Раджапура сӑнарӗшӗн Борис Кукин палӑрнӑ. «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнара» та ҫав театрӑн артисчӗ тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Лана Прусакова унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хӗрарӑмсен турнирӗнче пирӗн ентеш 80,4 балл пухса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври Анастасия Таталина тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара Анасасия Сибиченкова илнӗ. Ҫакна та палӑртмалла: Лана Прусакова Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче те чи нумай балл пухнӑ. Паян Миассере татах слоуп-стайл енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Пылин поляр капитанӗ ҫинчен ҫырнӑ статья Мурманск тӑрӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ чӑвашпа паллаштаракан пысӑк статья пичетленнӗ. 2007 ҫултанпа тухса тӑракан «Мурманская миля» информаципе аналитика журналӗн кӑҫалхи 1-мӗш (38) номерӗнче «МАГЭ берет Высокие широты» (чӑв. МАГЭ ҫӳллӗ широтана тухать) статьян виҫҫӗмӗш сыпӑкӗнче Александр Пылин ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Тропический снимок при ноле градусов» (чӑв. Нуль градусри тропик сӑнӗ) статьяра «Николай Трубятчинский» ӑслӑлӑхпа тӗпчев карапӗн капитанӗ Александр Пылин пирки сӑмах пырать. Александр Альбертович 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ. Статья авторӗ Павел Вишневский пирӗн ентешпе пуҫласа 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче паллашнине пӗлтернӗ. Александр Пылин журналиста каланӑ тӑрӑх, Пӑртас ялӗнче унччен моряк пулман. Салтакра чухне шӑпа ӑна Архангельск облаҫӗнчи Плесецк хулинчи вӑл вӑхӑтра вӑрттӑнлӑхра шутланнӑ космодрома илсе ҫитернӗ. Дембеле каяс умӗн А. Пылин Мурманскри аслӑ инженери ҫар училищине вӗренме пухни пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӗренме кӗмелли услови пирки училищерен ӑнлантарса ҫырса янине Вӑрнар чӑвашӗ паян та хаклӑ реликви вырӑнне упрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР культура министрӗн Константин Яковлевӑн виҫҫӗмӗш ҫум пур. Ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртнӑ. Анатолий Валерьевич Тимофеева культура министрӗн ҫумне лартасси пирки хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Анатолий Тимофеев унччен ҫак ведомствӑрах ӗҫленӗ. Вӑл объектсен сыхлавӗн пайӗн строительство тата техника базин аталанӑвӗн секторӗн заведующийӗ пулнӑ. Культура министрӗн вакансийӗ 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пушаннӑ. Ун чухне Татьяна Казакова Кадет шкулӗн директорӗн пуканне йышӑннӑ. Халӗ Константин Яковлевӑн виҫӗ ҫум: Вячеслав Оринов, Иван Архипов тата Анатолий Тимофеев. Анатолий Тимофеев 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра инженера вӗреннӗ. 2005 ҫулта диплом илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |