Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ.
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ.
Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ.
Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет
Авторсем:Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна, Пӗтӗмӗшле пелӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем
Владимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ тухнӑ вӑхатра Володя 9 ҫулта пулнӑ. Ашшӗ, Якур, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1942-мӗш ҫулӗнче Мускав патӗнче пуҫне хурать. Амӑшӗ чирлесе ӳкет. Ҫемьере пилӗк ача. Володя виҫҫӗмӗш пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нуша-асапне нумай тӳснӗ пулас ҫыравҫӑ. Апла пулсан та ҫамрӑк ачан пуплесси, шӳтлесси, ташӑ-юрӑпа туслашасси пӗтмен. Пулас поэт шкулта вӗреннӗ ҫулсенче, каникул кунӗсенче кӗтӳ кӗтнӗ, ҫитӗннисемпе юнашар тӑрса ака-суха тунӑ. Ҫамрӑклах «Нарспи»поэмӑна пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сӑвви-поэмисене тарӑшса вуланӑ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5–6, 7–11 классенче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва аслӑ прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Иван Петрович Матвеев хутшӑнчӗҫ.
Петр Николаевич Читара 12 ҫул, Свердловскинче 16 ҫул хӗсметре пулни ҫинчен каласа пачӗ. Яковлев П.Н. Упи шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри училищӗре тракторист профессине алла илнӗ. 1962 ҫулта ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Ҫерем ҫӗр уҫнӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксем пекех 23 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Кунта вӑл водитель пулса чаҫӗн полковникне турттарнӑ. Аслӑ прапорщик служба вӑхӑчӗ пӗтсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Кунта та ал усса ларман. Ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе чылай вӑй хунӑ: Пайсупин ялӗнчи ҫынсене газпа тивӗҫтерес ӗҫе хӑй йӗркелесе пынӑ (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кӗртнӗ), районтан яла ҫитме автобус пулманран Афанасьев Виталий усламҫӑпа Шупашкар–Пайсупин маршрут уҫаҫҫӗ. П.Н. Яковлев староста ял ҫыннисемпе пӗрле пӗве тасатассине, ял ҫӑвине тирпей-илем кӳртессине, ҫӑва ҫуртне тӑвассине йӗркелесе пырать.
Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 15 ҫулти каччӑ шывра путса вилнӗ. Ку Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер каҫхине ял ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Унпа пӗрле виҫӗ юлташӗ пулнӑ. Ӑнсӑртран 15-рискер путнӑ.
Путнӑскере ҫав кунах тупайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн ӳтне тепӗр кунхине ҫеҫ шыраса тупнӑ. Ывӑлӗн виллине шывран кӑларсан амӑшне япӑх пулса кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трак енре те черетлӗ Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӑван тавралӑха сыхлас, йывӑҫсем лартас, пушартан асӑрханас, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвне йӗркелес тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ. Информаци кунне хутшӑнма района Чӑваш Республикин юстици министрӗ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкӑнӗ килчӗ.
Пирӗн ушкӑн вара (унта РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Г.Ф. Петрова, район администрацийӗн право тата кадрсен ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.А. Павлов тата ку йӗркесен авторӗ кӗчӗҫ) Упи ял тӑрӑхне ҫитрӗ. Ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист эксперчӗ А.А. Алексеева тата специалисчӗ И.И. Егорова тарават йышӑнчӗҫ. Ираида Ивановна каланӑ тӑрӑх, кулленхи ӗҫре ял-урама тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗпре тӑраҫҫӗ. Кашни эрне кунах ял ҫыннисем санитари кунне тухаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ ентешсене асӑнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурҫинра лартнӑ палӑксене сӑрланӑ, тавралла тытнӑ картасене ҫӗнетнӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Пайсупинти ял кану ҫуртӗнче (Красноармейски районӗн Упи ял тӑрӑхӗ) «Юхӑм» ятлӑ драма коллективӗ Анатолий Чебанов ҫырнӑ «Тарҫӑ» спектакле лартса тӑрӑхри ял халӑхне савӑнтарчӗҫ.
Рольсене Геннадий Сергеев, Галина Михайлова, Алина Григорьева, Юрий Филиппов, Раиса Степанова, Геннадий Яковлев, Анюта Маркова тата Лидия Степанова вылярӗҫ.
«Юхӑм» ушкӑнӑн ку пӗрремӗш спектакль мар, вӗсем унччен «Уйӑх тулнӑ каҫ» драмӑна, «Кӑмака ҫинче ларса качча каяймӑн» комедие тата ытти хайлавӗсене лартса халӑха савӑнтарнӑччӗ. Хальхинче те сӑнарсене епле кӑтарса пани куракансен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ теме пулать — вӗсем ушкӑн вӑййине ал ҫупса хакларӗҫ.
Ырӑ йӑла-йӗрке пур Красноармейски районӗнчи Упи тӑрӑхӗнче. Кунта паллӑ ҫынсене сума сӑваҫҫӗ, вӗсен ҫуралнӑ кунӗсене ял-йышпа пӗрле пухӑнса паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак кун пуриншӗн те чӑн уяв пулнипе асра юлчӗ.
Акӑ, 89 киллӗ, 235 ҫын пурӑнакан Пайсупин ялӗшӗн те ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ — шӑматкун — чӑннипех те историне кӗрсе юлчӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӑл?
1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кунта ҫӗр-шывӑн ракета хӳтӗлевне тата тӗнче уҫлӑхне тӗпчес ӗҫсене пӗтӗм кун-ҫулне панӑ Иван Ефимович Шашков ҫуралнӑ. Вӑл — ӑсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, доктор, полковник-конструктор.
Пирӗн паллӑ ентешӗмӗр Пайсупинра (Мамҫа) йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Виҫӗ ывӑл та тӑватӑ хӗр пулнӑ ҫемьере. Ку тӑрӑхра Шашковсем 1928 ҫулччен пурӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, шӑмат кун, ялти кану ҫурчӗ умӗнчи лапамра И. Е. Шашков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине чыслӑн паллӑ турӗҫ пайсупинсем. Уяв вун пӗр сехетре пуҫланчӗ. Ӑна, кӗске сӑмах каласа, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Яковлевич Григорьев уҫрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |