Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спектакль

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мюзикл хатӗрлеҫҫӗ. «Провинция» ятлӑскере куракансем юпа уйӑхӗнче ҫитсе курма пултарӗҫ.

Мюзикла лартма Культура пуҫарӑвӗсене пулӑшакан президент фончӗ тата Культурӑна, туризма тата спорта аталанма пулӑшакан «Арабеск» коммерцилле мар организаци пулӑшаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче филармонире премьера ҫинчен каласа кӑтартма журналистсене тата музыковдесене пухаҫҫӗ. Пресс-конференци 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пырса ҫитнисен ыйтӑвӗсене «Арабеск» директорӗ Евгения Аксакова, филармони директорӗ Максим Матросов, Самарӑри Андрей Колесников композитор, Екатеринбургри илемлӗх ертӳҫи Сергей Пантыкин, Дмитрий Миронов режиссёр, Кристина Игнатьева тата Ирина Гаврилова хореографсем, ҫипуҫ художникӗ Екатерина Тонюшкина хуравлӗҫ.

 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ачасем валлли ҫуллахи театр студийӗ ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Унти иккӗмӗш сменӑна ҫӳрекен ачасем сцена ҫинче спектакль кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Кун пирки театрӑн пресс-служби халӑх тетелӗнчи хайӗн страницинче хыпарланӑ.

Театр артисчӗсем вӗсемпе эрне ытла ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ, сцена ҫинче хусканма, калаҫма, юрлама-ташлама вӗрентнӗ.

Тепӗр смена ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пырӗ.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» премьерӑна йыхравлать. Спектакле Антон Чеховӑн «Чайка» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Режиссер-постановщикӗ, сценографӗ тата тумтирсен художникӗ, хайлава чӑвашла куҫараканӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.

Спектакльти ӗҫсем Петр Сорин (рольте — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) килӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ирина Аркадина (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) — актриса. Вӑл хӑйӗн тӑванӗ патӗнче ывӑлӗпе, Константин Треплевпа (Василий Иванов) тата Борис Тригорин беллетристпа (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Петр Садовников). Константин Треплев хайлавсем ҫырать. Улпутсен ҫуртӗнче пуҫтарӑннисем Константин пьесине пӑхасшӑн. Унта Нина Заречная (Оксана Драгунова) вылямалла. Вӑл — пуян помещиксен хӗрӗ. Константин ӑна юратать. Анчах вӗсен шӑпи телейлӗ пулӗ-ши?

 

Пайсупин ялӗ
Пайсупин ялӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Пайсупинти ял кану ҫуртӗнче (Красноармейски районӗн Упи ял тӑрӑхӗ) «Юхӑм» ятлӑ драма коллективӗ Анатолий Чебанов ҫырнӑ «Тарҫӑ» спектакле лартса тӑрӑхри ял халӑхне савӑнтарчӗҫ.

Рольсене Геннадий Сергеев, Галина Михайлова, Алина Григорьева, Юрий Филиппов, Раиса Степанова, Геннадий Яковлев, Анюта Маркова тата Лидия Степанова вылярӗҫ.

«Юхӑм» ушкӑнӑн ку пӗрремӗш спектакль мар, вӗсем унччен «Уйӑх тулнӑ каҫ» драмӑна, «Кӑмака ҫинче ларса качча каяймӑн» комедие тата ытти хайлавӗсене лартса халӑха савӑнтарнӑччӗ. Хальхинче те сӑнарсене епле кӑтарса пани куракансен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ теме пулать — вӗсем ушкӑн вӑййине ал ҫупса хакларӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 19

1914
112
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1937
89
Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ.
1939
87
Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1982
44
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй