Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Упи

Упи (выр. Убеево) — Чӑваш Республикинчи Красноармейски округӗнче вырнаҫнӑ ял. Упи ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр енче, Мӑн Ҫавал юханшывӗн сулахай енче вырнаҫнӑ. Ялтан республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 66 километр, район центрне — Красноармейски ялне — 8 километр, ҫывӑхри чукун ҫул станцине — 20 километр.

Истори

Ял 1719 ҫултанпа паллӑ. Истори преданийӗсем тӑрӑх, XIV ӗмӗрте монгол-тутар тапӑнӑвӗсенчен хӑтӑлса Кама леш енчен куҫса килнӗ чӑвашсем ял пуҫарнӑ. Ял ячӗ Упи ятлӑ пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ. Вӑл хӑйӗн отрядӗпе куҫса килнӗ халӑха хӳтӗленӗ.

XVIII–XIX ӗмӗрсенче ялти ҫынсем ясак тӳлекен хресченсем пулнӑ, каярах патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ӗрчетни пулнӑ. 1843 ҫулта ялта прихут училищи уҫӑлнӑ. 1872 ҫулта арҫынсен земство шкулӗ уҫӑлнӑ. 1831–1935 ҫулсенче Турӑ Амӑшӗ Ҫуралнӑ ятпа лартнӑ чиркӳ ӗҫленӗ. 2001 ҫулта вӑл ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.

XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1922 ҫулччен ял Ҫавал уесӗн Упи вулӑсне кӗнӗ. 1922–1927 ҫулсенче вӑл Ҫавал уесӗнче, 1927–1935 ҫулсенче — Вӑрнар районӗнче, 1935–1940 ҫулсенче — Трак районӗнче, 1940–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Красноармейски районӗнче пулнӑ. 1930 ҫулта «Упи» колхоз йӗркеленнӗ. 2021 ҫулччен ял Упи ял тӑрӑхӗн центрӗ пулнӑ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 249 ҫын пурӑннӑ (124 арҫын, 125 хӗрарӑм). Каярахри даннӑйсем тӑрӑх, 2012 ҫулта ялта 275 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялти ҫынсен 94 процентӗ чӑвашсем пулнӑ.

Ҫулсем тӑрӑх халӑх хисапӗ:

  • 1719 ҫулта — 11 хуҫалӑх, 22 арҫын;
  • 1795 ҫулта — 9 хуҫалӑх, 88 ҫын;
  • 1906 ҫулта — 46 хуҫалӑх, 246 ҫын;
  • 1926 ҫулта — 64 хуҫалӑх, 333 ҫын;
  • 1939 ҫулта — 398 ҫын;
  • 2002 ҫулта — 100 хуҫалӑх, 308 ҫын;
  • 2010 ҫулта — 82 хуҫалӑх, 249 ҫын.

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

Ялта икӗ шкул, ача сачӗ, клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ, ҫыхӑну пайӗ, стадион тата икӗ лавкка ӗҫлеҫҫӗ. Турӑ Амӑшӗ Ҫуралнӑ ятпа лартнӑ чиркӳ ӗҫлет. 2014 ҫулта Яков Абрамова ячӗпе палӑк лартнӑ.

Экономика

2010 ҫулта ялта «Степанова» фермер хуҫалӑхӗ ӗҫленӗ.


 
Категорисем: Упи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-19 19:08:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем