Хулара
![]() Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче, Шупашкар тӗлӗнче, машинӑсене лартма кӑҫал хушма вырӑн йӗркелӗҫ. Вӑл унти пляжа канма пуҫтарӑнакансем валли пулӗ. Шупашкар хулинчи тӳре-шара шухӑшланӑ, яваплӑ организацисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Атӑлӑн сулахай хӗрринчи пляжра транспорт лартмалли вырӑн тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Маларах эпир Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянассине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине палӑртса Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑччӗ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫлекенсене шалу тӳлемен предприятисен ӗҫ укҫи парӑмне татма пурлӑха тата вӗсен хуҫисем ярӑнса ҫӳрекен машинӑсене сутни те тем мар. Ку шухӑша паян иртнӗ республикӑн Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫапларах каланӑ: «Организацисемпе предприятисем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, енчен те вӗсем йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ, халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫине памаҫҫӗ пулсан явап тыттармалла. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсен лару-тӑрӑва кулленех тӗрӗслесе пымалла. Ӗҫ коллективӗсенче пулмалла, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлмелле. Ҫынсене шалу укҫине туллин памалла, вӑхӑтра тивӗҫтермелле. Енчен те ҫак ыйтӑва пурнӑҫлама май килмесен, тепре чухне пурлӑха сутсан та йӑнӑш пулмӗ. Нумай предприятисемпе организаци ертӳҫисем чӑнкӑ автомашинӑсемпе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен предприятийӗсенче ӗҫлекенсем шалу укҫисӗр лараҫҫӗ. Кун пек йӗркесӗрлӗх пачах та пулмалла мар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «республикӑри чи таса мар вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ — Вӑрмар». Асӑннӑ муниципалитетра юхӑнса выртакан ҫӳп-ҫап куписем ҫав тери нумай иккен. Ҫавна пулах ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн пайташӗсемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян тӗл пулнӑ чухне «Генеральная уборка» (чӑв. Тӗплӗ тирпейлӳ) проектӑн кураторӗ Владимир Михайлов вӑрмарсене начар енпе асӑнса хӑварнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх фрончӗн проекчӗсем епле пурнӑҫланнине сӳтсе явнӑ. Тавралӑха тирпей-илем кӗртес, ҫулсем ҫинчи путӑксене вӑхӑтра тупса палӑртас тата ытти хӑш-пӗр саманта тишкернӗ, ҫитменлӗхсене вӑраха хӑвармасӑр пӗтермелли пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки шӑнкӑрав кун, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсенче эрех ваккӑн сутма чарӗҫ. Ку хушӑва Шупашкар хула пуҫлӑхӗсем Чӑваш Енӗн Правительствин 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑларнӑ 481-мӗш номерлӗ хушӑва пурнӑҫласа йышӑннӑ. Сӑмах май, ҫакна та аса илтерер. Маларах эпир Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, экспертсем ҫынсем мӗн чухлӗ эрех-сӑра ӗҫнине хакланӑччӗ. Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проект тата Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ хатӗрленӗччӗ. Эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене, ӳсӗрле тунӑ преступленисене шута илни тӑрӑх, Чӑваш Ен 32-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республика 2015 ҫулпа 72-мӗш вырӑнта пулнӑ. Чечня Республики, Ингушети, Дагестан, Магадан, Чукотка, Коми ҫыннисем ыттисенчен сахалрах эрех ӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
«Эх, ӗлӗк туйсем епле иртетчӗҫ! Мӗн тери хаваслӑччӗ! Мӗн тери илемлӗччӗ!» — хаш! сывларӗ 70 ҫултан иртнӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ. Унтан хӑйсем ҫамрӑк чухне туй мӗнле иртнине аса илчӗ. Ун чухне тури чӑвашсем туй арӑмӗсӗр ҫак уява ирттермен. Каччӑ енчисем те, хӗр тӑванӗсем те чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ. Каччӑн тӑванӗсем – хура тӗслине, хӗр енчисем – шурӑ тӗслине. Кузовлӑ машинӑна ларса хӗр илме кайнӑ. «Упӑшкана миҫе туя илсе кайман-ши? Кузов ҫине ятарласа саксем лартнӑччӗ вӑл. Унта туй арӑмӗсем ларса такмаксем шӑрантарнӑ. Ҫав саксем халӗ те пур, лаҫра упранаҫҫӗ», - иртнине аса илсе калаҫрӗ ватӑ хӗрарӑм. Чӑнах та, эпир пӗчӗк чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, ялта туйсем питӗ чаплӑ иртетчӗҫ. Ача-пӑча ятарласа туй курма чупнӑ. Ял-йыш та пухӑннӑ, хӗр курма пынӑ. Халӗ унашкал йӑла ӑҫта сыхланса юлнӑ-ши? Калама хӗн. Халӗ ял ҫыннисем туй курма пухӑнмаҫҫӗ. Ара, халӗ ытларахӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье уявне кафе-ресторанра ирттерет. Тен, ял ҫыннисем ҫавӑнпа хӑйсене ытлашши пек туяҫҫӗ, туй курма пымаҫҫӗ. «Ҫав Толик авланнӑ чухне эпир те хӗр илме кайрӑмӑр. Яла ҫитсен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – каччӑсем ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ. |
Республикӑра
![]() Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Регнум информагентство пӗлтерет. Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Информагенство пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума тӗллевленнӗ. Лаптӑк федераци харпӑрлӑхӗнче. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администраци ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Официаллӑ документсене ӗненес тӗк, вӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «СТОП ВИЧ/СПИД» акцие хутшӑннӑ. Республикӑри спорт обществисем те ҫак акцие хастар хутшӑннӑ. Ҫынсем ятарлӑ хештегпа халӑх тетелне сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнса пӗтем тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Унран пирӗн спортсменсем те айккинче юлман. Республикӑри спорт шкулӗсенче эрне тӑршшӗпех ҫавра сӗтелсем, калаҫусем, ытти мероприяти иртнӗ. Спортсменсем халӑх тетелӗсенче #стопвичспид хештегпа паллӑ туса сӑнӳкерчӗксем кӑларса хунӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри флешмоба кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли акци хештегне пичетелесе кӑлармалла та унпа сӑн ӳкерӗнмелле, ӑна халӑх тетелне кӑларса хумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» предприятин ӗҫченӗсем каллех забастовкӑна тухма хирӗҫ мар. Ӑна ирттермешкӗн заявлени панӑ ӗнтӗ. Завбастовкӑна 140 ытла ҫын тухма хатӗрленет. Кун пирки «Правда ПФО» хаҫат пӗлтерет. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем забастовкӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухасшӑн. Унччен ӗҫ укҫине парса татмасан вӗсем ҫак акцие йӗркелесшӗн. Унта хутшӑнмашкӑн 140 ытла ҫын заявлени панӑ. Предприятире парӑма ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен парса татма шантарнӑ. Анчах паянхи кун тӗлне раштав уйӑхӗнчи шалӑва ҫеҫ парса татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ене концертпа килнӗ Раҫҫей юрӑҫи, композиторӗ, пианисчеӗ, актерӗ, продюсерӗ, телеертӳҫи Дмитрий Маликов Чӑваш тӗррин музейӗнче пулнӑ. Унӑн программипе куракансем ӗнер паллашнӑ. Пирӗн республикӑра пулнӑ май вӑл музейнаи пулнӑ. Аваллӑх управҫинее вӑл республикӑн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗпе Константин Яковлевпа кайнӑ. Хӑнана музей пуҫлӑхӗ Светлана Недвигина чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш ӳнерӗ тата музей ӗҫӗ пирки юрӑҫ, нумай вӗреннӗ специалист хӑйӗн шухӑшне обьективлӑ пӗлтернине музейҫӑсене итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян «Мегафон» операторӗн абоненчӗсем ҫыхӑнусӑр юлнӑ. Кӑлтӑксем 11 сехетре пуҫланнӑ. Ҫыхӑну ҫуккине Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫеҫ мар, ытти регион ҫыннисем те пӗлтернӗ. «Мегафон» абоненчӗсем шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ, ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Мускав, Чулхула, Рязань, Самар тӑрӑхӗсенче те кунашкал лару-тӑру. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем тӗнче тетелне кӗме май пулнӑ, анчах шӑнкӑравлама май килмен. Пӗри ав вунӑ хутчен шӑнкӑравласан ҫеҫ амӑшӗпе ҫыхӑнӑва тухайнӑ. «Мегафон» операторӗсем ку пӑтӑрмах пирки пӗлеҫҫӗ, ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ытти ҫыхӑну операторӗсен абоненчӗсем те хушӑран кӑлтӑксем сиксе тухни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |