Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ?
Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи.
Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар.
Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ.