Политика
![]() Сергей Семенов депутат 2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ. Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ кӗнеке Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII — XIX веков. Из фондов Чувашского национального музея» (Чӑв. Чӑвашсен XVIII — XIX ӗмӗрсенчи кӗмӗл эрешӗсемпе пуҫа тӑхӑнмаллисем. Чӑваш наци музейӗн фондӗнчен) каталога хӑтлӗҫ. Кӗнекене «Серебряная кладовая» (чӑв. Кӗмӗл хуралтӑ) курав уҫас умӗн кӑларнӑ. Кӑларӑм авторӗ — Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова-Кульева. Каталога тӑван халӑхӑмӑрӑн кӗмӗлтен тата шӑрҫаран хатӗрленӗ пуҫа тӑхӑнмаллисемпе ытти эрешӗсене кӗртнӗ. Вӗсем пурте — Чӑваш наци музей фондӗнчен. Каталогпа тӗплӗнрех паллашас кӑмӑллисем ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейне кӗнеке хӑтлавне кайма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Светлана Асамат поэт тата композитор Пушкӑртстанри Пелепейре Фатых Карим тутар поэчӗн литература премийӗн лауреачӗсене чысланӑ. 2017 ҫулта ку хисепе Чӑваш Енри поэт, композитор та тивӗҫнӗ. Ку вӑл — Шупашкарти Ҫар мухтавӗн музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Светлана Смирнова-Азамат. Премие ӑна литературӑри пултарулӑхсӑр пуҫне «Родники вдохновения» (чӑв. Хавхалану ҫӑлкуҫӗсем) регионсем хушшинчи фестивале пропагандӑланӑшӑн та панӑ. Дипломпа ентешӗмӗре фестивальте Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.А. Сахабиев чысланӑ. Хавхаланнӑ Светлана Асамат чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, хӑйӗн ҫӗнӗ юррисенчен пӗрне шӑрантарнӑ. Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ май Светлана Асамат унти шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Шкулсене вӑл хӑйӗн «Чунтан, чунтан, чунтан…», «Малышня», «Урам вӑранчӗ — Улица проснулась», «Струят капели» кӗнекисене парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ. Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн. Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен. Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай. 12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӑр туянать. Ун пирки вӑл Патшалӑх туянӑвӗсен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗ 2,46 пин тонна хӑйӑр кирлине, ӑна 455,1 пин тенкӗпе туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Аукциона пӗртен-пӗр организаци кӑна хутшӑннӑран вӑлах ҫӗнтернӗ тесе шухӑшланӑ. Хӑйӑра турттарса килме унпа килӗшӳ тӑвӗҫ. 2,5 пине яхӑн тонна хӑйӑра Шупашкарти пляжсене илсе кайӗҫ. Аса илтерер, хулара вӗсем виҫҫӗ: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнче тата Ҫӗнӗ сала патӗнче. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хӑйӑр сарса хатӗрлӗҫ. Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланиччен Шупашкар ҫулсерен хӑйӑр турттарать. 2013 ҫулта 2,3 пин тонна сарнӑ, 2014-мӗшӗнче — 3 пин, 2015-мӗшӗнче — 4,2 пин, 2016-мӗшӗнче — 4,5 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вениамин Мамуткин Шупашкара Раҫҫейри 200-е яхӑн архитектор килӗ. Вӗсем Раҫҫейри тӗп архитекторсен Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче иртӗ. Хӑтлӑ хула – халап е чӑнлӑх? Архитекторсем ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Владимир Мамуткин ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явнисӗр, хальхи мегаполиссенче хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗлӗхсене шыранисӗр пуҫне экспертсем Шупашкарти архитекторсен ӗҫне те хакласа ӗлкӗрессе шанать. Вениамин Мамуткин пирӗн кӑтартмалли вырӑнсем нумай пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу кӑҫал хӗрӗхмӗш хут иртӗ. Вал тӑватӑ куна тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Икӗ уйӑх каялла Германири Филипп Риталер Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсен савутне командировкӑна килнӗ. Вӑл ун чухне «баханкӑна» — «УАЗ Комби» маркӑллӑ машинӑна — килӗштернӗ. Нумаях пулмасть Филипп каллех Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче вӑл ҫав машинӑна туянма самолетпа вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Германире кунашкал класлӑ машинӑсем икӗ хут хаклӑрах-мӗн. Филипп Риталер Германие самолетпа мар, «буханкӑпа» каясшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 3 пин ытла ҫухрӑм. Анчах ку нимӗҫе шиклентермест. Унта вӑл машинӑна сӑрласшӑн, хӑтлӑлатасшӑн. Кайран тусӗсемпе Европӑна ҫулҫӳреве каясшӑн. Филипп Чӑваш Ене тек килмӗ. Кунта туяннӑ «баханка» ӑна пирӗн республика пирки аса илтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта тутарсем Сапантуйра саванӗҫ. Уяв Лакрей вӑрманӗнче иртӗ. Сапантуйра яланхи пекех наци вӑййисене тата ӑмӑртӑвӗсене ирттерӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, куршак ҫӗмӗрӗҫ, йывӑр япаласене ҫӗклӗҫ, кӗвенте йӑтса чупӗҫ, тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗнче (кэряш) вӑй виҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Тутар Республикинчи, Чӑваш Енри ал ӑстисен куравне йӗркелӗҫ, вӗсене сутӗҫ. Уява килнисем тутарсен наци апат-ҫимӗҫне тутанса курӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Сапантуйра фолькор ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячӗпе сӗнӳсем янӑ. Вӗсем чӗлхе тытӑмӗнчи ыйтусене уҫӑмлатма сӗннӗ. Хастарсем Михаил Игнатьевран патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменнине мониторинг тума ыйтнӑ. Кун валли диктант е тест ҫырмалла. Кунсӑр пуҫне общество хастарӗсем тӳре-шарана чӑвашла та, вырӑсла та пӗлмеллине каланӑ. Ҫакна саккунра ҫирӗплетме сӗннӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗпе ЧР Вӗренӳ министерствине шкулсенче «Чӑваш Ен историйӗ» предмета кӗртме, 10-11-мӗш классенче чӑваш литературине чӑвашла вӗрентме, 9-мӗш тата 11-мӗш классене чӑваш чӗлхипе экзамен тыттарма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» каллех ППЭне тата тӗрӗслев ӗҫӗсене патшалӑх чӗлхипе ҫырма ирӗк пама ыйтнӑ. Унччен вӗсем кунашкал ыйтупа РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне тухнӑ пулнӑ. «Ирӗклӗх» ҫакнашкал пуҫарусем сӗнни Чӑваш чӗлхи кунӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. Ӑна «сиплевҫӗ» шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Арҫын ача полицие ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килнӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ «сиплевҫе» халӑх тетелӗнче тупнӑ. Хайхискер пӑснине сирме шантарнӑ, куншӑн, паллах, укҫа ыйтнӑ. Сахал мар. Каччӑ унӑн счечӗ ҫине 23900 тенкӗ куҫарсан лешӗ телефонне тӑрук тытма пӑрахнӑ. «Сиплевҫӗ» ӑна «хура списока» кӗртнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ултавҫӑ пӑснине сирес тесе пӗр йӑла-йӗрке те туман. Халӗ полици ҫав «сиплевҫе» тупас тӗллевпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |