Тӗн
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнче те чиркӳ пулӗ. Ӑна хӑпартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Чиркӗвӗн пулас вырӑнне ятарлӑ чул хунӑ ӗнтӗ. Храм Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗ ячӗпе хисепленӗ. Владимир протоиерей кӗлӗ вуланӑ хыҫҫӑн чула капсула ӑшне хунӑ, унтан ӑна пулас храман алтарь стенине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех пулас храм вырӑнне хӗрес вырнаҫтарнӑ. Чиркӗве кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен туса пӗтерме йышӑннӑ. Мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн уявне паллӑ тӑватпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Хамӑр пурӑнакан ҫурта, урама, тӑван яла тасалӑхра, тирпейлӗхре тытмалла. Анчах хӑшӗ-пӗрин пирки «эгоист» теес килет. Унашкал ҫынсемшӗн пӳрте, картише тасалӑхра тытни те ҫителӗклӗ. Урамра, ҫывӑхри ҫырма-ҫатрара ӑпӑр-тапӑр йӑваланнине куҫ курмасть унӑн. Тепӗр тесен, ҫавнашкал ҫынсемех варалаҫҫӗ пулӗ-ха. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрварри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ ял. Сӑртлӑ вырӑн чӑннипех те куҫа илӗртет. Малтанах ялти урамсем тирпейлӗ пулнинчен, пӗр ҫӳп-ҫап та йӑваланманнинчен тӗлӗнтӗмӗр. «Питӗ таса, тирпейлесех тӑраҫҫӗ пулмалла», - шухӑшларӑмӑр эпир. Анчах кайсан-кайсан тарӑн ҫырма куҫ тӗлне пулчӗ. Унта вара ҫӳп-ҫап – купипех! Ав ӑҫта килсе тӑкаҫҫӗ ӑпӑр-тапӑра. Вырӑнти депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав «свалка» кӑҫал ӳссе ларнӑ. Пӗлтӗр те ҫавнашкал ӳкерчӗк пулнӑ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа пушарнӑй машини чӗнсе илсех ҫунтарнӑ. Кӑҫал каллех ҫав купа ӳссе ларнӑ. Чи тӗлӗнмелли – ялти ҫынсенчен нихӑшӗ те унта ҫӳп-ҫап килсе пӑрахнине йышӑнмасть. Пӗлӗтрен тӑкӑнать-шим вара? Ялти тарӑн ҫырмана кам ӑпар-тапӑр килсе петӗр ӗнтӗ? |
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойлова халӗ «Чувашиякурорт» санаторин тӗп тухтӑрӗ-директорӗ. Ку учреждение пылчӑкпа сипленмелли пульница тата хӑна ҫурчӗ кӗреҫҫӗ. Унчен ӑна Николай Ванеркин ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫе 2013 ҫулхи карлач уйӑхӗнчен ертсе пынӑ. Халӗ вӑл Самойловӑн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Унччен Николай Ванеркин Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне 12 ҫул ертсе пынӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алла Самойловӑна отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанра Ҫарӑмсан районӗнче, вӑл Хусантан 250 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, смерч пулнӑ. Вырӑнти ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 ҫуртӑн тӑрри сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех Тури Чегодейка ялӗнчи мечӗт, шкул сиенленнӗ. Нурлат хули те шар курнӑ. Смерч вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Смерч хыҫҫӑн арканнӑ ҫуртсене тирпейленӗ ҫӗре 32 ҫын тата 11 техника хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Телее, смерч вӑхӑтӗнче вилнӗ ҫынсем пирки хыпар пулман. Хӑшӗ-пӗри, тен, смерч Чӑваш Ене килесрен хӑраса ӳкрӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл пирӗн республикӑран иртсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паянтан Чӑваш Енӗн наци телекуравне «Орион» платформӑпа кӑтартма пуҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, малашне ӑна «Телекарта» абоненчӗсем те пӑхма пултарӗҫ. Республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, трансляци паян 14 сехетре пуҫланнӑ. Наци телекуравне тупас тесен ӗнерлеве (настройкӑна) кӗрсе ҫӗнӗрен йӗркелемелле. Чӑваш телеканалне «Стандарт», «Безлимитный», «Легкий» пакета суйланисем пӑхайӗҫ. «Телекарта» суйланисем Раҫҫейӗн Европа пайӗнче тата Ҫӗпӗрпе Урал тӑрӑхӗнче те Чӑваш наци телекураве пӑхайӗҫ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫуркунне, пуш уйӑхӗнче, Чӑваш наци телекуравне «Триколор-ТВ» урлӑ кӑтартма пуҫланӑччӗ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» ӗмӗтленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӗрентекене халалланӑ палӑк Палӑксем, чӑннипех те, тӗрлӗреннисем пур-ха. Ытларахӑшӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене сӑнлать пулӗ. Йӗпреҫре вара паян вӗрентекене сума суса уҫнӑ. Республикӑра халиччен пулман япалана поселокри 1-мӗш вӑтам шкул умӗнче иртнӗ уйӑхра вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Митинга хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова, Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадилована тата шкула ҫур ӗмӗр каялла вӗренсе пӗтернӗ Геннадий Козлова палӑка уҫма ирӗк панӑ. Вӗрентекене халалланӑ палӑка уҫассипе йӗпреҫсем икӗ ҫул каялла тимлеме тытӑннӑ. Унти шкул пӗтернисем сӗннине кура вырӑнти хастарсем укҫа пухнӑ. Палӑк сӑнарӗ — вӗрентекен тата хӗрача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Газпром газораспределение» акционерсен обществи Чӑваш Енри газ пӑрӑхӗсене туянать. Унпа пӗрле — ҫӗре те. Ку хыпара паян «Экономика сегодня» (чӑв. Паянхи экономика) федераци агентстви хыпарлать. Ҫӗре укҫа парсах илме палӑртнӑ. Акционерсен обществи пӑрӑха ҫӗршывӑн 12 регионӗнче: Алтайра, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Коми Республикинче, Мордва Республикинче, Ростов, Сарту, Тверь, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенче тата Пермь крайӗнче — туянӗ. «Газпром газораспределение» 888 887,58 метр тӑршшӗ 49 участока илӗ. Ӑна туянма компание 7 млрд тенке ларӗ. Пӑрӑхпа ҫӗре илекенни — маларах асӑннӑ обществӑн «Газпром межрегионгаз» предприятийӗ. Хак пирки регионсемпе тата ҫӗр хуҫисемпе шӑпах вӑл предприяти хаклашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ. Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ. Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ. Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ. Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран. Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Раҫҫей хулисенче коррупцие хирӗҫле митингсем иртмелле. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Митинг йӗркелӳҫисем ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӳрех ӑна ирттерме ирӗк ыйтса ҫырусем янӑ. Влаҫрисем нумай кӗттермен, хӑвӑр хуравланӑ. Йӗркелӳҫӗсем виҫӗ вырӑн суйланӑ пулнӑ — Чапаев ячӗллӗ сквер, Республика тӳремӗ тата Хӗрлӗ тӳрем. Тӳре-шара халӑх пухӑвне Чапаев ячӗллӗ скверта ирттерме ирӗк панӑ. Аса илтерер, унчченхи митинга ирттерме влаҫрисемпе калаҫса татӑлма май килмен. Ҫавна май хастарсем Чапаев ячӗллӗ скверти экологи митингӗ ҫумне хутшӑннӑ. Пуху йӗркеллӗ иртнӗ пулин те унта хутшӑннӑ ҫынсене каярах тытса чарма пуҫланӑ, административлӑ майпа штрафланӑ. Уйрӑмах пысӑк шӑв-шав Елена Блиновӑна ӗҫрен кӑларса яни тата репетици вӑхӑтӗнчех Андрей Осипова тытса кайни ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |