Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ. Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ. Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьевпа Алексей Репик «Ӗҫлӗ Раҫҫей» (чӑв. Деловая Россия) бизнес-пӗрлешӗвӗн президенчӗ Алексей Репик Чӑаш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускава йыхравланӑ. Пурӑнма е ӗҫлеме мар. Бизнес-пӗрлешӗвӗн паян иртнӗ анлӑ ларӑвне. Унта Раҫҫейӗн инвестици климачӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ларӑва Раҫҫей усламҫисен кунне халалласа йӗркеленӗ. Пухӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ регион ертӳҫисем, аталану енӗпе ӗҫлекен институтсен пайташӗсем хутшӑннӑ. Чӑаш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Алексей Репик пирӗн республика ертӳҫине маларах ҫапла хакланӑ: «Регион Пуҫлӑхӗн ушкӑнӗ тухӑҫлӑ ӗҫлесен унта ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Ӗҫлеме пултаракан командӑра кӑтартусем пысӑк. Бизнеса аталантарассине тимлӗх уйӑрсан, тӗп приоритет тесе йышӑнсан ҫитӗнӳ те пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев ку енӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӑл ертсе пыракан команда тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнине пӗр хутчен ҫеҫ мар ҫирӗплетсе панӑ. Вӗсем регион аталанӑвӗ предпринимательсен вӑйӗнчен те сахал мар килет текен ӑнлава тӗпе хурса ӗҫлени ытти субъектсемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче пулса тӑчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ирина Клементьева Шупашкар хула мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларнине те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн следователӗсем вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн тӗп директорӗ пулнӑ май саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. И. Клементьева 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка хӑйӗн упӑшки ертсе пыракан фирмӑна 10 ҫуллӑха йӳнӗ хакпа тара панӑ пулать. Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компанийӗ ячӗпе тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ имӗш. Темиҫе миллион тенкӗ тӑраканскере 1,5 миллионпа парса страхлав компанине тӑкак кӳнӗ-мӗн. Следовательсем Ирина Клементьевана тытса чарма хальлӗхе сӑлтав ҫук тесе пӗлтернӗ иккен. Ку хыпара «Новости» РИА паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑра агроклассем уҫӑлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри паллӑ ҫыннӑн Аркадий Айдакӑн тӑван ялӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче, кунашкал класс йӗркеленӗ. Унта ӑс пухакан ачасем инженери тата естественнӑй ӑслӑлӑхсем енӗпе ӑс пухӗҫ. Агрокласс шкул ачисене Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тытӑмӗн аталанӑвӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать – ҫапла палӑртать ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем хальхи технологисемпе, хатӗр-хӗтӗрпе тата техникӑпа паллашаҫҫӗ. Кунашкал агроклассем республикӑри темиҫе районта уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменӗ Никита Линник чӑннипех те маттур! Вӑл куҫ курманнисен хушшинче дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 36 регионти 100-е яхӑн спортсмен килнӗ. Пирӗн Никита 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Орлова та палӑртмалла. Вӑл 90 килограмм тайман арҫынсен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Дмитрий ку йышра чи вӑйлӑ пилӗк спортсмен ушкӑнне кӗнӗ. Сӑмах май, Никита Линник пӗлтӗр Раҫҫей чемпионатӗнче пӗрремӗш хутчен пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче те вӑл ҫак медальпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑри сиплев учрежденийӗсене сӑвӑс сӑхнӑ 73 ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑтарту пӗчӗкленнӗ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 107 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтса килнӗ. Ҫапах ҫакна палӑртмалла: кӑҫал сӑвӑсран шар курнисен йышӗнче 21 ача пулнӑ. Юрать, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ кӑтартусен ӗненес тӗк, энцефалит ернӗ тӗслӗх пулман. Анчах ку хӑрушлӑх ҫук тенине пӗлтермест. Чӑваш Ен ҫыннисем Тутарстана, Мари Эла, Киров облаҫне ҫӳреҫҫӗ, унта вара кунашкал чир ерме пултарать. Ҫакнашкал хӑрушлӑх сиксе ан тухтӑр тесе ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене дезинфекциленӗ. Паянхи кун тӗлне 71,3 гектара им-ҫап сапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Яна. Ҫемье архивӗнчи сӑн Вӑрнар районӗнчи пӗр шкулта вӗренекен Яна усал шыҫӑпа чирленине унччен хыпарланӑччӗ. Ун валли ырӑ ҫынсем укҫа пухнӑ. Нумаях пулмасть хӗрачана операци тунӑ. Телее, Яна халӗ хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Хӗрачана тӑванӗ Татьяна Морозова опекӑна илнӗ. Яна Кадыкова 7-мӗш класра кӑна вӗренет-ха, анчах нушине самай курнӑ. Операци хыҫҫӑн вӑл ҫиме, калаҫма тытӑннӑ. Операци тумашкӑн 348 пин тенкӗ ытла кирлӗ пулнӑ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. Ырӑ ҫынсем айккинче юлманни Янӑна сывалма пулӑшать. Укҫа пухнӑ вӑхӑтра Янӑна васкавлӑ операци тунӑ, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ хӑвӑрт начарланса пынӑ. Хӗрача кӗҫех химиотерапин иккӗмӗш курсӗ витӗр тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш спортсменки Татьяна Арясова Хусанти марафонра ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 3 ҫухрӑмлӑ дистанцие VIP-персона чупнӑ. Вӗсен йышӗнче Нюша юрӑҫ та пулнӑ. Пин-пин спортсмен йышӗнче пирӗн ентеш мала тухнӑ. Вӑл 42,2 ҫухрӑма 2:31:12,49 кӑтартупа вӗҫленӗ. Куншӑн ӑна 200 пин тенкӗ парне парӗҫ. Ӑмӑртура ҫурмамарафон та чупнӑ. 21,1 ҫухрӑмлӑ дистанцире пирӗн ентешсене ҫитекенни пулман. Пьедесталӑн виҫӗ картлашкине те вӗсем йышӑннӑ. 1-мӗш вырӑна – Наталья Пучкова, 2-мӗш вырӑна - Галина Иванова, 3-мӗш вырӑна Ирина Юманова тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнче пӗр арҫын храмри укҫана вӑрланӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнчи храм настоятелӗ полицие пынӑ, храмран укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Чӑннипе, храма килен-каян ещӗке хунӑ укҫа-тенкӗ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. Анчах ун чухне полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшламан, вӑрра хӑйсем тупма хӑтланнӑ. Анчах усси пулман. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине укнӗ. Вӑл – Елчӗк районӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын. Вӑл укҫа вӑрланине тунман. Ӑна арҫын эрех-сӑра ӗҫсе пӗтернӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗ кӑҫал ӑшӑ килмерӗ. Ӑшӑ кунсене алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулашать. Нумаях пулмасть ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Куншӑн, паллах, ҫынсем питӗ хӗпӗртеҫҫӗ. Ара, тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт хӗвеллӗ кунсене. Анчах синоптиксем савӑнма васкамалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Чӑваш Енре тӑрук каллех сивӗтет. Синоптиксем термометр 3 градус таран анма пултарассине систереҫҫӗ. Ыран ӑшӑ пулӗ-ха: 22 градус таранах. Анчах вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, сывлӑш температури 3 градус таран анӗ. Кунсӑр пуҫне вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |