Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Туризм эрни иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мероприятисен ҫирӗплетнӗ графикӗпе килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра «Чӑвашсен ӗҫми-ҫимине тутан» гастрономи турӗ пирвайхи хут иртӗ.
Мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тур вӑхӑтӗнче аякран килнӗ хӑнасемшӗн кӑна мар, хамӑр республикӑра тахҫантанпах пурӑнакансемшӗн те кӑсӑкли, курса тӗлӗнмелли, пӗлмелли чылай пулӗ. Тура пыракансем чӑваш наци апат-ҫимӗҫне, ӗҫмине астивсе пӑхма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене авалхи тӗрӗк халӑхӗн пуян культурипе те тӗплӗн паллаштарӗҫ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: гастрономи турне вырӑнти туризм енӗпе ӗҫлекен фирмӑсене те йыхравланӑ. Чӑваш шӑрттанне, шӳрпине, хуран куклине, сӑрине астивсе курас килет-и? Тура хутшӑнӑр.