2020 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Мари Элтсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унччен Совет Союзне кӗнӗ республикӑсене илсен, Украинӑпа Казахстанран куҫса килнисем йышлӑ. Инҫет чикӗ леш енчисенчен — Германипе Египетран.
Чулхула облаҫӗнче ҫуралнисем пирӗн тӑрӑхра 9 309 ҫын тӗпленнӗ, Тутарстанрисем — 8 639, Мари Элтисем — 6 531, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем — 3 385, Мордва Республикинчен — 2 964.
Украинӑран куҫса килнисем ҫырав вӑхӑтӗнче 3 547-ӗн пулнӑ, Казахстанран — 3 065, Узбекистанран — 1 575, Таджикистанран — 1 371, Туркменистанран — 775, Беларуҫ Республикинчен —722.
Германирен пирӗн тӑрӑха 281 ҫын килсе тӗпленнӗ, Египтран — 222. Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчисем те Чӑваш Ене килӗштереҫҫӗ. Латвирен 118-ӑн куҫса килне, Литваран — 98, Эстонирен — 91. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен 19 ҫын Чӑваш Ене килсе тӗпленнӗ, Францирен — 14-ӑн, Великобританирен — 12-ӗн.
Чӑваш Енре казаксен обществисен уставӗсемпе ҫирӗплетес йӗркене йышӑннӑ. Кун пек ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушӑва, ытти ҫавӑн йышши документ пекех, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушу ӑна алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута пурнӑҫа кӗртессишӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 4-мӗшӗнче, экономика ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ, Раҫҫeйри вӗpeнӳ академийӗн академикӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ acлӑ пӗлӳ парассине йӗpкелекенсен пӗри, общество тата патшалӑx ӗҫченӗ Лев Кураков профессор 75 ҫyл тултарнӑ.
Юбилейпе Лев Пантелеймоновича Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Николай Маловпа Леонид Черкесов тата ыттисем саламланӑ.
Михаил Игнатьев ентеш Чӑваш Енре кӑна мар, тулашра та ят-сум ҫӗнсе илнине палӑpтнӑ, Лев Кураков ертсе пыракан Ваттисен канашӗ, Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейи, вӑл хутшӑннипе уҫӑлнӑ Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ республикӑpa тӗпленнӗ нацисемпе националноҫсене туслӑ хутшӑнура аталанма пулӑшнине асӑннӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чӑваш Республикинчи этнокультура аталанӑвӗн тата халӑхсен хутшӑнӑвӗн паянхи шайӗ» ятпа ирттернӗ социаллӑ тӗпчеве пӗтӗмлетнӗ.
Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче ирттернӗ. Халӑхсен хутшӑнӑвӗ тӗлӗшпе республикӑра йывӑрлӑхсем ҫуккине ыйтӑма хутшӑннисен 90% каланӑ. Апла пулин те Чӑваш Енре пурӑнакансен ытларах пайӗ мигрантсене хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, халӑх, кунта килнӗ мигрантсем республика экономикине тӳпе хывнине лайӑх пӗлменнипе ҫыхӑннӑ.
Унсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑван чӗлхе, пӗрлехи ҫӗр тата истори, халӑхсен йӑли-йӗрки, тӗн, халӑх искусстви туслаштарнине асӑннӑ.
Республикӑра кун кунлакансен 40% халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхӗ ҫухалса пынишӗн пӑшӑрханать. Чи ҫивӗч ыйту вара — чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе унпа усӑ курасси. Халӗ чӑвашсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна килте тӑван чӗлхепе калаҫать иккен, ӗҫре, вӗренӳре, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче чӑвашла пуплекен тата сахалрах.
Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ.
Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Туризм эрни иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мероприятисен ҫирӗплетнӗ графикӗпе килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра «Чӑвашсен ӗҫми-ҫимине тутан» гастрономи турӗ пирвайхи хут иртӗ.
Мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тур вӑхӑтӗнче аякран килнӗ хӑнасемшӗн кӑна мар, хамӑр республикӑра тахҫантанпах пурӑнакансемшӗн те кӑсӑкли, курса тӗлӗнмелли, пӗлмелли чылай пулӗ. Тура пыракансем чӑваш наци апат-ҫимӗҫне, ӗҫмине астивсе пӑхма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене авалхи тӗрӗк халӑхӗн пуян культурипе те тӗплӗн паллаштарӗҫ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: гастрономи турне вырӑнти туризм енӗпе ӗҫлекен фирмӑсене те йыхравланӑ. Чӑваш шӑрттанне, шӳрпине, хуран куклине, сӑрине астивсе курас килет-и? Тура хутшӑнӑр.
Регионсенчи влаҫ ӗҫ-хӗлне хаклас йӗркене ӳлӗмрен ҫӗнӗлӗх кӗртӗҫ. Экономика, социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн тата ытти хӑш-пӗр кӑтартӑва тӗпе хурса палӑртнипе пӗрлех регионсенче халӑхсем хушшинчи хутшӑну еплине те малашне шута илӗҫ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн миснистерствин департаменчӗн пуҫлӑхӗ Александр Журавский пӗлтернӗ.
Федерацин тӳри-шарине ҫак шухӑш патне ҫитсе тухма Сарӑту облаҫӗнчи Пугачев хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хистенӗ-мӗн. Иртнӗ уйӑхра унта урӑх ҫӗртен куҫса килнӗ ҫул ҫитмен каччӑ Пугачевра пурӑнакан пӗр ҫынна скалпельпе амантнӑ иккен. Унччен вӗсен тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрсе кайнӑ каччӑ алла скальпель ярса илнӗ. Сурана пула лешӗ вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑнти халӑх тепӗр кунхине пуху ирттерсе Кавказ ҫыннисене хуларан хӑваласа ямалла тесе йышӑннӑ.
Маларах асӑннӑ департамент пуҫлӑхӗн шучӗпе ун пек ыйтусене Мускав йӗркелесе тӑраймӗ, вырӑнти пуҫлӑхсен тӑрӑшмалла. Ҫынна вӑл нацине кура уйӑрма юраманни пирки палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |