Политика
![]() Сулахайри — Сергей Семенов Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унти депутатсем ертӳҫӗ пуканне пӗр саслӑн пулса Ольга Чепрасовӑна шаннӑ. Аса илтерер, вӑл вырӑна йышӑнас тесе пурӗ 6 ҫын заявка тӑратнӑ. Конкурс комиссийӗ Ольга Чепрасовӑна суйланӑ. Унчченхи сити-менеджер Игорь Калиниченко ӗҫ вырӑнне пӑрахсан хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Ольга Викторовнӑна шаннӑ. Хула администрацийӗнче 1992 ҫулта специалистра ӗҫлеме пуҫласа хула администрацийӗн финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ хӗрарӑма пурте ырланӑ. Оппозици шутланакан парти пайташӗсем те ӑна тиркемен темелле. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов та Ольга Чепрасована пулӑшса пыма хатӗррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре коллекторсен агентстви уҫӑлнӑ. Ӑна официаллӑ майпа йӗркеленӗ. Ку организаци суд приставӗсен федераци агентствине кирлӗ документсене тӑратнӑ. Компание ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче свидетельство панӑ. Агентство «Гироскоп-Ч» ятлӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, коллектор ӗҫӗпе ятарлӑ патшалӑх реестрне кӗртнӗ юридици сӑпачӗсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ. Сире коллекторсем халтан яраҫҫӗ-и? Тархасшӑн, суд приставӗсен федераци службине шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: (8352) 30-60-01. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Ене Алексей Навальный килнине, вӑл кунта штаб уҫнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян Навальный тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӗҫе Мускаври Люблино районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Мӗн пирки тавлашнӑ-ха унта? Алексей Навальный «Он вам не Димон» фильм ӳкерни пирки Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ-тӗр. Вӑл — РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пирки. Суд ҫак видеона тӗнче тетелӗнчен хураттарма йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Навальныйӑн ӑна виҫӗ уйӑхра хуратмалла. Ҫавӑн пекех унӑн Алишер Усманов усламҫӑ пирки ҫырнӑ статьясене тӗнче тетелӗнчен илмелле. Ҫакна тума 10 кун срок панӑ. Алексей Навальный пӗлтернӗ тӑрах видеона вӑл хуратма килӗшмӗ. Сӑмах май, «Он вам не Димон» видеона тӗнче тетелӗнче 21 миллион ытла ҫын пӑхнӑ. Вӑл Усманов олигарх Медведевпа ҫыхӑннӑ фонда ҫуртпа ҫӗр лаптӑкӗ пани пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГСӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа хӑйне евер акци ирттерме палӑртнӑ. Ыран вӗсем мӑшӑрсене уйӑрмӗҫ. «Пӗр кун – уйрӑлусӑр» ятлӑ мероприятие ҫемье хакне ӳстерес, статусне хӑпарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ыран арӑмӗпе упӑшки уйрӑлма шут тытсан ҫакна пурнӑҫа кӗртеймӗ. Мускав районӗн ЗАГСӗ вӗсене пур-пӗрех уйӑрмӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем мӑшӑра мирлешме сӗнӗҫ. Лайӑх хыпар та пур: ыран асӑннӑ районта 7 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсем шӑпах Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пӗрлешме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех чиперуксен хушшинче «Атӑлҫи мисӗ» конкурс иртӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Конкурс Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗ ҫывӑхӗнче иртӗ. Унта кашни ҫулах Раҫҫей эстрадин паллӑ артисчӗсем килеҫҫӗ, концерт лартаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн пата Лолита Милявская ҫитӗ. Паллӑ телеертӳҫӗ, режиссер концертра хӑйӗн хичӗсене юрлӗ кӑна мар, илемлӗх конкурсне те ертсе пырӗ. Куншӑн, ахӑртнех, укҫа сахал мар тӳлемелле. praznikus.ru сайтри даннӑйсене ӗненес тӗк, Лолитӑн гонорарӗ вӑтамран 1 760 000 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ саламланӑ. «Пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫителӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ытти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн саламӗнче. Республика Элтеперӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, «ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑнать, вӑл телейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе тулать. Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллӑрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пултартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑка тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин Республика кунне ирттерес ыйтупа йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ. Унта ҫав куна халалласа ирттермелли мероприятисен планне тишкернӗ май Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XX фестивалӗ, тӗрлӗ курав иртессине ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Антонова пӗлтернӗ. Республика кунне чӗнсе пин ытла йыхрав хучӗ янӑ. Килес кӑмӑл пуррине Раҫҫейӗн 15 регионӗ тата ют ҫӗршыв пайташӗсем палӑртнӑ. Фейерверк ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланмалла. Унта пилӗк пиротехника компанийӗ хутшӑнӗ. Республика кунӗ Пӑрачкав районӗнче те иртнине кура асӑннӑ муниципалитет пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, ҫавӑн пекех Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева та епле хатӗрленнипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар. РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркашсен паянхи ларӑвӗ Муркаш районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗпе тата унти паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан энциклопедие ҫитес ҫул ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасшӑн. Ҫапла паян иртнӗ ларура йышӑннӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫумӗнче культура енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗпе Муркаш районӗн энциклопедине кӑларас енӗпе ӗҫлекен редакци канашӗ паян пӗрлехи ларӑва пуҫтарӑннӑ. Районти тӗп вулавӑшӑн ертӳҫи Ирина Николаева энциклопеди хатӗрлес ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Сӑмах май, асӑннӑ муниципалитет ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ытти районтан маларах кӑларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн нумай япала ылмашнӑ. Унччен сиксе юлнисене те ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртесшӗн. Райадминистрацин сайтӗнче йӗркеленӗ «Краткая энциклопедия Моргаушского района» (чӑв. Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ) баннера кӗрсе кирек кам та кирлӗ информаци хӑварма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |