Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкарти ача валли 75-шер тенкӗ пухаҫҫӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 18.09.2017 18:59 | 384 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Мускаври Медицина технологийӗсен институтӗнче черетлӗ сиплев тухма Шупашкарти Морозовсен ҫемйине 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ултӑ ҫулти Владпа унта ҫулталӑк каялла та пулнӑ иккен. Хӑйсен ӗҫне пӗлекен специалистсем ачашӑн тӑрӑшни, ӑна пулӑшни усса кайнӑ: халӗ ача хӑй тӗллӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн утайрать.

Владӑн чирӗ — ача-пӑчан церебраллӑ тытамакӗ. Ҫавна пулах ӑна шурӑ халатлисен пулӑшӑвӗ питех те кирлӗ. Мускава тепӗр хутчен кайма 200 пине яхӑн кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсемпе «Русфонд» тата «ХимТекс» общество пулӑшнипе тупран пысӑк пайне пухса ҫитернӗ. Тепӗр 39 пин тенкӗ ҫитменрен халӗ вӑл укҫана СМС ҫырусем урлӑ пухаҫҫӗ. 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе ҫырсан 75 тенкӗ тытӑнса юлать. Ҫыру шучӗ шутлӑ мар — кӑмӑл пулсан темиҫе хут та яма пулать.

#сывлӑх, #укҫа-тенкӗ, #ыр кӑмӑллӑх, #ачасем, #Мускав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17045
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Президент укҫи икӗ пульницӑна юсама кайӗ
2016, 08, 25
Пӗчӗк Лизӑн урине татма пултараҫҫӗ: пулӑшу кирлӗ
2016, 11, 11
Лерӑна сывалмашкӑн 31 пин тенкӗ ҫеҫ кирлӗ
2017, 01, 29
Янӑна усал шыҫӑран операци тума укҫа пухнӑ
2017, 04, 27
Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пинсӗр аптӑраҫҫӗ
2017, 09, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org