Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Президент укҫи икӗ пульницӑна юсама кайӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Галина Никитина 25.08.2016 16:47 | 927 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Ачасен Шупашкарти 2-мӗш пульници
Ачасен Шупашкарти 2-мӗш пульници

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.

Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.

#Канаш, #Шупашкар, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #пульницӑсем, #укҫа-тенкӗ, #Ӗҫ министерстви, #сывлӑх, #Вӗренӳ министерстви, #ачасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org