Хулара
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗкӗрешсен уявӗ иртнӗ. Ҫак меропяритие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ. Пӗр пек тумланнӑ, пӗр пек сӑнлӑ ачасем паркра чупса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен вӗсене курса чӑнах та савӑннӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем вара пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Сцена ҫинче ачасем юрӑсем шӑрантарнӑ, тӗрлӗ хускану тунӑ. Кунашкал тӗлпулӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗлтӗр вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ачасем валли ятарласа ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗкӗрешсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Унтах ачасене воспитани парас, мӗнле апат ҫитерес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ушкӑнра – 90 ҫемье. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх органӗн ӗҫченӗсем 20 тӑлӑх ҫемье ӑшшине кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Шӑпӑрлансене телейлӗ ачалӑх парнелес килет-и? Сире хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шутланӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнче 114 тӑлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 94-шӗ ҫемье тупнӑ ӗнтӗ. Тӑлӑхсем ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, ытти ача пек савӑнса пурӑнасшӑн. «Ҫемье ҫеҫ ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама пултарать. Ачана ӑшӑлӑх, юрату ҫитменнине ҫемье параять. Пирӗн хушӑра ырӑ чунлӑ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен чӗре ӑшшине пама хатӗр», - тенӗ опека органӗнче. Ачасене ҫемье ӑшши парнелес килсен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(83535)22382. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тӑххӑрмӗш сессийӗ иртӗ. Кун йӗркинче – 12 ыйту. Депутатсем сакӑр саккун проектне пӑхса тухма палӑртнӑ, ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли программӑна сӳтсе явӗҫ. Сессире «Чӑваш Республикинче ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, 2016 ҫулта Чӑваш Енри ачасен прависемпе интересӗсене пӑхӑннипе пӑхӑнманни ҫинчен» доклад итлеме те палӑртнӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Елена Сапаркина ачасен парвисене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен обществин Чулхулари филиалӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тӗл пулнӑ. Енсем республика урлӑ иртекен чукун ҫул транспорчӗпе халӑха турттарассине сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Еттӳҫи Иван Моторин, ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ертӳҫӗсем финанс ыйтӑвӗсене те хускатнӑ. Килнӗ хӑна Вӑрнар тӑрӑхӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫса ҫӳремелли ҫул пирки сӑмах пуҫарнӑ, ӑна пӑрахӑҫлама тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Темиҫе ҫухрӑм аякрах тепӗр ҫул объектне уҫма палӑртнине асӑннӑ.». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республика кунӗ умӗн фельдшерпа акушер пунктне уҫасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку пулӑм Патӑрьел тата Пӑрачкав районӗсенче пурӑнакансене савӑнтарӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ведомство ертӳҫин ҫумӗ Светлана Ананьева район администрацийӗсен тата пульницисен элчисемпе селекторлӑ канашлу ирттернӗ. Унта модульлӗ ФАПсен строительстви пирки калаҫнӑ. Тӗп тухтӑрсене вара строительство ӗҫӗсен графикне хатӗрлеме хушнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 10 ФАПра строительство графикпе килӗшӳллӗн пулнине пӗлтерет. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Пӑрачкав районӗнчи Куславкка ялӗнче ФАПа Республика кунӗ умӗн уҫӗҫ. Сӑмах май, ҫулталӑк вӗҫнелле республикӑра 25 ФАП туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ. Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ. Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Апкадий Айдак Паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн, РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ хисеплӗ ҫӗр йӗркелӳҫи, Етӗрне районӗн тата Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Аркадий Айдак ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ. Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ, асӑннӑ тӑрӑхри «Лениская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын В. Давыдов-Анатри сӑввипе А. Асламас (вӑл та Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ) кӗвӗленӗ «Чупрӑм тухрӑм кӳлӗ хӗррине» юрра питӗ килӗштернине пурте илтмен пулӗ. Аркадий Айдака ҫывӑх пӗлнӗ Валентин Григорьев журналист паян «Хыпар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ аграрин сасси уҫӑ та янӑравлӑ пулнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «мӑнаҫлӑн тулли сасӑпа юрланӑран хӑшӗ: «Айдак юрлама пуҫласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев сӑмах калать Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Малов депутат Иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине Чулхула облаҫӗпе, Чӑваш Енпе, Мӑкшӑ Республикипе тата Мари Элпа мандатсене пайланине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри депутатсем ун чухне сасӑ питех йышлӑ пухайман: Алина Аршинова пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ, Николай Малов – вуннӑмӗш. Малтанхи тӑхӑр кандидачӗ федераци парламентне лекнӗ, Малов — ҫук. Ҫывӑх вӑхӑтра РФ Патшалӑх Думинче тепӗр ваканси пушанмалла тенӗччӗ эпир ун чух, мӗншӗн тесен регион ушкӑнӗпе парламента лекнӗ Марат Сафин теннисист полномочирен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Паян РФ Патшалӑх Думи Марат Сафин ыйтӑвне пӑхса тухнӑ май теннисиста депутат мандатӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара ку ваканси тепӗр ҫын валли пушаннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Малов ҫӗршыв парламентне парти списокӗпе лекме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ. Хайхи пасар вӑхӑтӗнче вӑрӑсем ытла вӑйлӑ алхасма пуҫланӑ тет. Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ. Те нумаййӑн, те пӗччен аппаланаҫҫӗ — пӗлме май ҫук, ытла та ӑста ӗҫлеҫҫӗ. Хайхи халӑх аптӑраса ӳкнӗ те пӗр шурсухал патне вӑрра тытмалли меслет пирки канаш ыйтма кайнӑ. Лешӗ пулӑшма килӗшнӗ, анчах пысӑк пасар вӑхӑтне кӗтме ыйтнӑ. Вӑхӑт шунӑ та шунӑ, тинех вара аслӑ пасар кунӗ ҫитнӗ. Пӗрисем сутнӑ, теприсем туяннӑ. Пасарта суту-илӳ хӑйӗн йӗркипе пынӑ. Хайхи шурсухал та унта ҫитнӗ тет. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |