Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Вӑхӑтра медпулӑшу панӑран унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ.

Ку ҫу уйахӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын вӑрман ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. 17 сехет тӗлӗнче унӑн телефонӗ ҫӗре ӳкнӗ, вӑл ӑна илме пӗшкӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ӑна хура ҫӗлен сӑхса илнӗ.

Арҫын хӑйех васкавлӑ медпулӑшуна шӑнкӑравланӑ. Ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ.

Сӑмах май, кунашкалли кӑҫал икӗ хутчен пулнӑ. Республикӑра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл – хура ҫӗлен. Астӑвӑр: хура ҫӗлене тытмасан вӑл сӑхмасть. Асарханулӑх пирки манмалла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42256
 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан Проскун хушаматлӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Дарьйӑпа Николай ҫичӗ ачана воспитани параҫҫӗ: Анна, Изабелла, Элиана, Вениамин, Елизавета, Матвей, Семен.

Ачасем шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Аслисем музыка шкулӗнче ӑс пухаҫҫӗ. Пурте тӗрлӗ кружока ҫӳреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри алӑ ӗҫӗпе аппаланать.

Амӑшӗ – ҫемье театрӗн режиссерӗ. Кӑҫал Проскунсем ҫемье театрӗсен фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсем Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ хула конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Ҫемье пуҫлӑхӗ социаллӑ ӗҫпе тӑрмашать. Вӑл ҫулсерен «Патриот» уйлӑх йӗркелет. Унта ачасем ҫарпа спорт енчен хатӗрленеҫҫӗ, парашютпа сикеҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем чӑвашла-тутарла калаҫу кӗнеки хатӗрленӗ. «Унта ансат калаҫӑвӑн чӑвашла-тутарла сӑмахсарӗсӗр пуҫне чӑвашла тата тутарла вулав йӗрки те пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӗвӗн «Контактра» страницинче. Калаҫу кӗнекине хатӗрленӗ хастарсем: «Чӑваш тата тутар чӗлхисемпе кӑсӑкланма пуҫлас текен тутарпа чӑвашшӑн ӗҫӗмӗр усӑллӑ пуласса шанатпӑр», — тесе калаҫҫӗ.

Маларах эпир «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ чӗлхе саккунӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӗрлӗ ҫӗре пӗрре кӑна мар тухнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, юлашки икӗ ҫулта республика прокуратурине, Юстици министерствине, ЧР Элтеперӗн Администрацине, Патшалӑх Канашне шӑрҫаланӑ. «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ нумаях пулмасть тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттарма сӗнӳпе тухнӑччӗ. Унтисем саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панине, хӑш-пӗр асӑрхаттару тата сӗнӳ пулнине кура комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче тишкерессине пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-45648426_5117
 

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Укҫа-тенкӗ те ҫук-ҫке-ха. Халӗ ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.

Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 52 минутра МЧСа пушар тухни пирки шӑнкӑрав килнӗ: Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫунать иккен.

Вырӑна икӗ пушарнӑй машина ҫитнӗ. Пушар мӗнрен тухнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ.

Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ: Александр Кошкин тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ҫӑлӑннӑ, анчах йӑлтах ҫунса кайнӑ: ҫурт, ашшӗ-амӑшӗн паспорчӗ, япаласем, выльӑх-чӗрлӗх. Йытта та ҫӑлма май килмен. Халӗ ҫемье тӑванӗ патӗнче пурӑнать.

Пушарта шар курнӑ ҫемье халӑх тетелӗсенче пулӑшу кирли пирки репост тӑвать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42209
 

Хулара

Шупашкарта пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Ку улшӑнусем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене пырса тивеҫҫӗ. Малашне хулара «Лакомка» чарӑну пулмӗ. Ҫавӑн пекех «52-мӗш шкул» чарӑнура та транспортсем пассажирсене лартмӗҫ. Анчах ку чарӑнусем пачах пулмӗҫ тенине пӗлтермест. Вӗсен ячӗсене кӑна улӑштарнӑ.

«Лакомка» вырӑнне «56-мӗш шкул» пулӗ. «52-мӗш шкул вара «53-мӗш шкул» чарӑну пулса тӑрӗ. Чарӑнусен ятне Калинин район администрацийӗ улӑштарма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42213
 

Харпӑр шухӑш Тӗн

Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗрке паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Масар ҫинче эрех ӗҫни, апат-ҫимӗҫе вилтӑпри ҫине хурса хӑварни чиркӳ саккунӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Пачӑшкӑсем вилнисене чиркӳре асӑнмалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

Чылай ҫӗрте Ҫимӗкре масар пасара ҫаврӑннӑнах туйӑнать. Халӑх йышлӑн пухӑнать ун чухне, ҫавна май ҫӑва кӗрлесе кӑна тӑрать. Темшӗн ҫынсем шӑппӑнрах калаҫмалли пирки манаҫҫӗ. Ӳсӗр ҫынсем ҫапкаланса утнине курма пулать тата. Лачкам ӳсӗр пуличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Хирӗҫнӗ тӗслӗх те пулать. Паллах, ку масар ҫинче питӗ килӗшӳсӗр.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Ҫеҫпӗлӗн Украинӑри палӑкне те унти хастарсем лартнӑ
Ҫеҫпӗлӗн Украинӑри палӑкне те унти хастарсем лартнӑ

Украинӑри чӑвашсен диаспори Остёр хулинче тахӑҫан Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ ҫурта туянасшӑн иккен. Ку хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Издательство ҫуртӗнче Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫи Надежда Лисовая ӗҫлӗ калаҫупа пулнӑ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лидия Филипповӑпа тата «Хыпар» хаҫатӑн журналисчӗпе Андрей Михайловпа курса калаҫнӑ. Надежда Лисовая Ҫеҫпӗл пурӑннӑ йывӑҫ ҫурта, Евдокия Пенскаян пӳртне, туянас килнине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑскере унӑн хуҫи сутлӑха кӑларнӑ иккен. Ҫавна Украинӑри чӑвашсен диаспори туянса юласшӑн. Анчах илме укҫа ҫукки кансӗрлет. Аякри йӑхташсем ҫурта туянма кунти пуян чӑвашсем пулӑшмӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна илсе юлайсан вӗсем ӑна музей евӗр упраса хӑварасшӑн.

 

Пӗлтерӳ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫавра сӗтел ирттересси пирки хыпарлать. «Проблемы изучения чувашского искусства» (обсуждение книги В.А. Васильева «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Жизнь и творчество»)» (чӑв. «Чӑваш ӳнерне тӗпчессинчи ыйтусем (В.А. Васильенвӑн «Алексей Афанасьевич Кокель. 1880-1956. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» кӗнекене сӳтсе явни)») ят панӑскер ҫӗртмен 13-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла.

Ҫавра сӗтел гуманитари институтӗнче иртӗ. Институт Шупашкарти Мускав проспекчӗн 29 ҫурт, 1-мӗш корпус адреспа вырнаҫнӑ. Унта ҫитме «Студентсен хули» чарӑнура тухмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/49.html
 

Республикӑра

Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Ҫамрӑксемпе калаҫнӑ чух Михаил Игнатьев ҫӗтӗк джинс шӑлаварпа ҫӳренине ырламаннине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл — пирӗн ҫӗршыв моди мар. Ку вӑл — Америка моди. Йӗркеллӗ шӑлавар тӑхӑнсан вара ним те мар.

«Эпир Америка, Европа патшалӑхӗсен, Британи культурине нумайрах илетпӗр. Общество вырӑнӗсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ҫын йӗркеллӗ джинс шӑлавар тӑхӑннине куратӑп та ку вӑл йӗркеллӗ тесе шухӑшлатӑп. Уйрӑм тӗслӗхсенче ҫӗтӗк джинс куратӑп. Шӑтӑк мӗн чухлӗ нумайрах, ҫавӑн чухлӗ чӑнкӑрах. Ку вӑл Раҫҫей культури мар-ҫке! Америка культури! Укҫа парсах туянаҫҫӗ вӗт. Артистсене эпӗ ҫурӑк джинспа тухмалла маррине ӳкӗте кӗртме пултартӑм», — ҫапларах каланӑ Михаил Васильевич.

 

Пӑтӑрмахсем

Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче инкек пулнӑ. Унта ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.

Пуҫлӑх виллине ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тупнӑ. Ку паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернине хыпарлать. Тата ҫакна палӑртмалла: Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пуҫлӑх пирки информацие илнӗ.

Хушнӑ: сӑмах Волков Валерий Фёдорович пирки пыни пире пӗлтерчӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42200
 

Страницӑсем: 1 ... 2404, 2405, 2406, 2407, 2408, 2409, 2410, 2411, 2412, 2413, [2414], 2415, 2416, 2417, 2418, 2419, 2420, 2421, 2422, 2423, 2424, ... 3932
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 08

1911
114
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...