Хулара
![]() Хӗрарӑм ачине пульницӑра хӑварнӑ. Хӑй килсе те курмасть. Пациентсем ача шӑпишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ултӑ уйӑхри ача пульницӑра виҫӗ уйӑх выртать ӗнтӗ. Унӑн амӑшӗ тухса тарнӑ та килсе те курӑнман. Пульницӑра выртакан хӗрарӑмсем пӗчӗкскер ҫине пӑхса шеллеҫҫӗ. Вӗсен чунӗ ыратать. Пульница ӗҫченӗсем ачана пӑхаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Амӑшӗ килсе курӑнмасан пӗчӗкскере урӑх ҫемье хӑйӗн хӳттине илӗ. Ҫакна тума хатӗр ҫемьесем хулара пур. Хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва судра пӑхса тухмалла. Хальлӗхе ача пульницӑрах юлать, ӑна унта лайӑх пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Комсомольская правда» хаҫатра пичетленӗ сӑнӳкерчӗк Мускаври супермаркетсенчен пӗринче сахӑр миххинче: «Помогите мы в рабстве» (орфографине ылмаштармарӑмӑр. Чӑв. Пулӑшӑр! Эпир чуралӑхра), — тесе ҫырнӑ хут тупнӑ. Лавккарисем малтан пӗрле ӗҫлекенсем ҫапла шӳтленӗ пуль тенӗ. Анчах апла маррине ӑнланнӑ хыҫӑн правӑна сыхлакан органсене пӗлтернӗ. Сахӑра Курск тӑрӑхӗнчи савутсенчен пӗринчен кӳрсе килнӗ иккен. Правӑна сыхлакансем унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗҫем складсене тӗрӗсленӗ, территорие пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах чурасене асӑрхаман. Тӗпчев малалла пырать-мӗн. Маларах эпир Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗсленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ тенӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ятарлӑ программа афиши Ака уйӑхӗн 20–28-мӗшӗсенче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта «Кино возвращается» (чӑв. Кино таврӑнать) ятарлӑ программӑпа тӗрлӗ кино кӑтартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Ну, погоди!», «Мальчик-с-пальчик», «Муха-цокотуха», «Лиса и Заяц», «Шапокляк», «Про собаку Розу» анимацилле кинопа пӗрлех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарнине те шута илнӗ. Аса илтерер, кӗҫнерни кун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра И.С. Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Киремет кати» илемлӗ фильма пӑхма май пур. «Чӑваш Енри пӗр ялти колхозра ӗҫлекенсем ҫӗр ҫителӗксӗр пулнипе асапланаҫҫӗ, комсомолецсем ҫавна пула киремет катине касса-кӑкласа усӑ курмалли ҫӗр фондне ӳстерме сӗнеҫҫӗ. Колхозниксем хушшинче Турра ӗненекенсем те пур, вӗсем ҫак шухӑшпа килӗшмеҫҫӗ, анчах та ҫӗр ҫителӗксӗр пулни ҫӗнтерет...» — паллаштарать фильм содержанийӗпе халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, открыти) куравӗ уҫӑлнине Фейсбукри хӑйсен страницисенче Геннадий Иванов-Орков искусствовед та, «Советская Чувашия» хаҫатра культура тематикине ҫутатакан Рита Кириллова та пӗлтернӗччӗ. Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн куравӗсем унччен те ӗҫленӗ. Рита Кириллова хыпарланӑ тӑрӑх, юбилея халалланисем, тематикӑллисем (пейзаж, натюрморт, автопортрет). Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Александр Андреева (унта вӑл Шупашкар районӗнчен суйланнӑ) художникӑн эрос теми аптӑратнӑ. Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ. Эльмек Иванӗ 1902 ҫулта Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнӑ. Пачӑшкӑ пулнӑ ашшӗ 1933 ҫулта тӗрмерен таврӑнсан ӑна Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари ял вӗҫӗнче пӳрт лартма ирӗк панӑ. Художник ӗҫӗсемпе ҫӗршыври тӗрлӗ музейре паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫуркуннен иккӗмӗш уйӑхӗ пырать. Анчах синоптиксем водительсене машина урапин шинине улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Ҫынсене те ӑшӑ япаласене шкапа чикме хушмаҫҫӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене хӗл таврӑнать. Ку — вӑхӑтлӑха. Ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхине юр ҫума пуҫлать. Сывлӑш температури 2–7 градус ӑшӑ пулӗ. Чӑваш гидрометцентрӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрлесерен 6 градус сивӗ пулӗ. Юнкун, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫил те вӑйланӗ: ҫеккунтра 10-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӑнтӑрла та ӑшах мар: 1 градус сивӗрен пуҫласа 4 градус ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫуллен республикӑри кӑнтӑр районӗсем ҫуракине иртерех тухаҫҫӗ. Унта, ҫурҫӗр районӗсемпе танлаштарсан, юр часрах ирӗлсе пӗтет. Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнче ҫуракине тухнӑ. Унти «Кобмайн» хуҫалӑх 13 гектар ҫӗр ҫинче курӑк акнӑ. Пӗтӗмпе районти ултӑ предприяти ҫуракине тухнӑ. Елчӗк районӗнче пӗтӗмпе 40 пин гектар ҫинче ҫурхи ӗҫсене тумалла. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫанталӑк лайӑх тӑрсан ҫуракине кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртнине каланӑ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 585 пин гектар ҫӗр ҫинче тыр-пул акмалла. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,5 процент нумайрах. Паянхи кун тӗлне 4 пин гектар ҫинчи кӗрхи культурӑна апатлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑнтӑр Сахалинра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Унта 18 ҫул тултарман хӗрсем вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 31 регионтан 140 спортсменка хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентешсем вуннӑн пулнӑ. Чӑваш спортсменкисем пухмача тӗрлӗ медальпе пуянлатнӑ. Екатерина Михайлова, Альбина Хрипкова тата Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Надежда Матвеева, Наталья Прокопьева вара кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара Виктория Александрова, Елизавета Смирнова ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе чӑваш спортсменӗсем ҫичӗ медальпе таврӑннӑ. Ку ӑмӑрту Европа шайӗнче иртекен тупӑшӑва каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнче Босния тата Герцовогинӑра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иван Васильев Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Васильевич Васильев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 7 ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Иван Васильевич 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл салтака тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каччӑ III Украина фронтне лекнӗ. Чӑваш каччи фронтра кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Халӗ вӑл — ҫемьен чи хаклӑ тупри. Ветеранӑн кун кӗнекипе ӳсекен ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Иван Васильевич вӑрҫӑран лейтенант званийӗпе таврӑннӑ. Ветеран халӗ хӗрӗ патӗнче, Шупашкарта, пурӑнать. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен шкулта истори тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Космоса парӑнтарнӑ хӗрарӑм» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртет. Ӑна Совет Союзӗн паттӑрӗ, тӗнчери пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм Валентина Терешкова 80 ҫул тултарнине халалласа йӗркелӗҫ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланать. Унта кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Аса илтерер: Валентина Владимировна Терешкова пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм 80 тултарнӑ май Шупашкарта мероприятисем тата ирттерме палӑртнӑ. Валентина Терешкова — Андриян Николаев космонавтӑн арӑмӗ пулнӑ. Вӗсем 1963 ҫулта пӗрлешнӗ. 18 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. Вӗсен хӗр Елена ҫуралнӑ. Вӑл тухтӑр профессине суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене малашне те кӗртмӗҫ. Ку чарӑва тепӗр 10 кунлӑха тӑснӑ. Хушӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машинӑсен Шупашкарти автоҫулпа ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫӳреме юрамӗ. Ку ҫанталӑк япӑх тӑнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер: йывӑр тиевлӗ машинӑсене Шупашкарти ҫулсемпе пуш уйӑхӗн 20-мешӗнчен ҫӳреме чарнӑ. Ку чару ыран, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пӗтмеллеччӗ. Анчах хула влаҫӗ ӑна тӑсма йышӑннӑ. Сӑмах май, республикӑра йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ирӗклӗ ҫӳреттермӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |