Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. Хӗллехи чие) суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнисене асӑнса вӑл тӑрӑхра виҫӗ кунлӑх хурлану тесе пӗлтернине паян федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Енри пӗр интернет-кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, ӗнер Шупашкарти темиҫе ҫемье Амӑш палӑкӗ умне тухнӑ.
Унта пухӑнас шухӑша халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Ольга ятлӑ хӗрарӑм ҫырнӑ иккен, ӑна илтсе виҫӗ ҫемье ҫитнӗ. Татьяна ятлӑ хӗрарӑм ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне уявлассине ҫитес эрнене куҫарнине пӗлтернӗ.
Кузбасри инкеке сӳтсе явакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑра та кемӗрсемпе пӗрле хурлану кунӗ ирттермелле имӗш.
Паян Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче 19 сехетре асӑну акцийӗ иртмелле.